Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Техникăна – управа

Комисси чи малтанах «Карлинская» агрофирма» акционерсен хупă обществине çитсе курнă, «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче çак ĕçсем мĕнлерех пынипе паллашнă. Тÿрех каламалла: асăннă хуçалăхсенче паянхи кунччен сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çавах та «Искрăра» ĕç-пуç лайăхрах темелле. Кунта тĕш-тырă комбайнĕсемпе кăткăс техника хатĕрĕсене ятарлă ангарсене упрама лартнă. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем те çуркуннеччен чиперех упранĕç – вĕсем ятарлă, хытă сийлĕ площадкăсем çинче. Тутăхма пултаракан пайсене ятарлă хутăшпа сĕрнĕ. Тракторсене гаража лартаççĕ. Мастерскоя та юсав ĕçĕсем валли хатĕрлесе çитернĕ, ăшă тытмалла тунă. Çутă çителĕклĕ, тĕрлĕ станоксем ĕçлеççĕ. Машинăпа трактор паркне йĕркене кĕртнĕ, тасатса тирпейленĕ.

«Колос» агрофирма» уçă акционерсен обществинче те ырă улшăнусем сахал мар. Чи пĕлтерĕшли – кунта машинăпа трактор паркĕнче талăкĕпех хурал йĕркелени.

В.МАТВЕЕВ, патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн патшалăхăн аслă инспекторĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 ноября 2013
13:55
Поделиться