Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шупашкарта – район ентешлĕхĕн уявĕ

Шупашкарта – район ентешлĕхĕн уявĕ

 Пырса кĕрсенех, фойере, акатуйри пекех. Курма килекенсем çак кун савăнмаллипех савăннă теме те пулать. Кунта Шăмăршă районĕнчен тухнă паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсен галерейине тата алă ăстисен куравне йĕркеленĕ. Эх, мĕн кăна çук-ши тата;.. Асатте-асаннесен тĕнчине кĕрсе ÿкнĕнех туйăнать.

Уява пухăннисем малтанах пурнăçран уйрăлса кайнă ентешсене асăнса (М.Г.Андронов, В.И.Максимов тата ыт.те.) пĕр минут шăп тăнă. Кун хыççăн çутă та илемлĕ сцена çине ентешлĕхĕн председателĕ А.Ухтияров тухса пурне те уяв ячĕпе саламланă.

– Пирĕн ентешсем пĕр çĕре пухăнса пĕр-пĕринпе калаçма, савăнма пултарнишĕн эпĕ чун-чĕререн савăнатăп та мăнаçланатăп, – тенĕ Анатолий Ильич. – Паянхи уява йĕркелеме пулăшакансене тав тăватăп. Уйрăмах – Шăмăршă районĕн администраци пуçлăхне В.Фадеева. Эпир, Шăмăршă ентешлĕхĕ, район администрацийĕпе туслă пурăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çак уявра А.Ухтияров «Хĕрлĕ хырлăх» общество организацийĕн председателĕ пулма С.Яковлеван кандидатурине сĕннĕ. Çакна пурте ырланă. Паянхи кун Чăваш Енре Светлана Яковлевана пĕлмен çын та çук пулĕ. Унăн юррисене республика тулашĕнче те юратса итлеççĕ. Вăл – чăваш çамрăкĕсен «Салам» культура центрĕн председателĕ.

Малалла сцена çине И.Пугачев тухса калаçнă. Вăл район аталанăвĕ, культурăпа вĕренÿ сферинче çĕнĕ объектсем хута кайни пирки каласа панă. Иван Вениаминович 1970-1976-мĕш çулсенче Шăмăршă парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ.

Ентешлĕхĕн спорт пайне ертсе пыракан Р.Егоров та айккинче тăрса юлман. Вăл спортри çитĕнÿсемпе кĕскен паллаштарнă, унсăр пуçне проблемăллă ыйтусене те хускатнă.

– Пирĕн ентеш Дмитрий Ефимов триатлон, дуатлон, акватлон спорт тĕсĕсенче пысăк çитĕнÿсем тăвать. Ăна Сочинчи олимпиадăна хутшăнакан командăна кĕртме палăртнă, анчах та паянхи куна унăн лайăх велосипед çукки чăрмав кÿрет, – тет Радимир Федорович. – Енчен те эпир пурте пĕрле пуçтарăнса çак велосипеда илсе парайсан Шăмăршă ячĕ тĕнчене сарăлĕ.

Унсăр пуçне Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне вырăсла куçараканĕ Зоя Романова-Филиппова та тухса калаçнă. Халĕ вăл маларах асăннă авторăн «Тимĕр» романне вырăсла куçарса пичете хатĕрленĕ. Ăна çыравçăн юбилейĕ тĕлне пичетлесе кăларасшăн.

Уява пухăннисем валли эстрада концерчĕ те йĕркеленĕ. Кунта пирĕн районти Пуянкассинчи «Аххаяс» халăх фольклор ушкăнĕ те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Антракт вăхăтĕнче те вĕсем фойере халăха юрă-ташăпа савăнтарнă.

Пирĕн район ентешлĕхĕн уявне ытти район çыннисем те курма килнĕ. Шăмăршăсем пултаруллă та маттур, туслă та тарават пулнине курса ăмсанма çеç пултарнă вĕсем.

А.ЛАРШНИКОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 ноября 2013
13:56
Поделиться