Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Аварисенчен сыхланса

Çак мероприяти вăхăтĕнче полицин муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем вăйлатнă режимпа ĕçлеççĕ. Çул-йĕрсем çинче аварисем ан пулччăр, çынсем инкеке ан çакланччăр, водительсем хăрушсăрлăх йĕркисене ан пăсчăр тесе талăкĕпех тăрăшаççĕ вĕсем. Служба тивĕçне пурнăçласа, автомашинăсемпе районти мĕн пур ялсене тухса çÿреççĕ пирĕн сотрудниксем. Йĕркене пăсакан водительсем пирки тÿрех тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр, протокол çыратпăр. Айăплисен, паллах, кайран штраф тÿлеме тивет.

Çул-йĕрсем çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Уйрăмах – каçхи-çĕрлехи вăхăтра. Асăрханусăр пулни пысăк инкекпе вĕçленме пултарни пирки манма юрамасть.

Н.РУБЦОВ, ГИБДД службин аслă инспекторĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 ноября 2013
13:59
Поделиться