Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕлĕ иртрĕ чиркÿре

Виçпÿрт Шăмăршă 1904 çултанпа чиркÿллĕ ял шутланнă. Çак çул ялта йывăçран тунă чиркÿ ĕçлеме пуçланă. Ун чухне ялти 4 класлă шкултан ачасен пĕрремĕш ушкăнĕ вĕренсе тухнă. Ачасем çĕнĕ чиркÿре тĕн юррисене питĕ илемлĕн шăрантарни пирки ял историйĕнче çырса хăварнă. Ялти тата йĕри-таврашри ялсенчи çынсем чиркĕве çÿренĕ, сăваплă кĕлĕре тăрса чун-чĕрене Турă пилĕпе çирĕплетнĕ.

Питĕ шел, Аслă Аттелĕх вăрçи умĕн чиркĕве хупнă, унтан тырă склачĕ туса хунă, каярахпа клуб уçнă.

– Ял чиркĕвне хупнă куна эпĕ питĕ лайăх астăватăп, – каласа пачĕ Виçпÿрт Шăмăршăри ĕçпе тыл ветеранĕ Павел Падиаров. – Эпир ун чухне, пуçламăш класра вĕренекенсем, физкультура урокĕнчеччĕ. Чиркÿ тавра çынсем пуçтарăннине кура эпир унта мĕн пулса иртнине кăсăклансах сăнама пикентĕмĕр. Пĕр арçын купол çинчи тимĕр хĕресе хирсе кăларчĕ те çĕрелле шутарса ячĕ. «Ах!» терĕç хĕрарăмсем хĕрес çĕре пырса тăрăннă самантра. Кайран купол çил вăхăтĕнче шалтăртатса çынсен кăмăлне пăсатчĕ. Иконăсене шкул складне хунăччĕ. Кайран вĕсене районтан килнĕ «полуторкăн» кузовĕ çине тиерĕç те автомашина çула тухрĕ. Ăçта илсе кайнă чиркÿри сăваплă турăшсене – ку паллă мар.

Анчах та чылай çул иртсен, ял çыннисем чиркĕве çĕнĕрен уçма шутланă. «Таса вырăнта сăваплăх хуçаланмалла, Турă çурчĕн малтанхи статусне каялла тавăрмалла», – тенĕ вĕсем.

Часах ял çыннисен пĕрремĕш ушкăнĕ ишĕлчĕк кинобудка вырăнне тасатма пикеннĕ. Субботниксене çÿ- рекенсен йышĕ ÿссех пынă. Канмалли кунсенче Ульяновскран Александр Савельев предприниматель килсе çÿренĕ. Пушă алăпа килмен вăл – тăтăшах строительство материалĕсем тиенĕ автомашинăпа çитнĕ. Александр Иванович ĕçре кирлĕ инструментсемпе те тивĕçтерсе тăнă бригадăсене. Вăлах вĕсене ĕçшĕн те тÿленĕ. Ывăлĕ, Сергей, вырăнтах пластик чÿречесем тăвассине йĕркеленĕ.

Паянхи кун тĕлне урай-маччана çĕнĕрен сарнă, стенасене шалтан штукатурка тунă, тулашĕнчен тимĕр сайдингпа илемлетсе тухнă, çак материалпах çивиттине улăштарса витнĕ. Турă çуртĕнче çĕнĕ электропроводка карнă, хитре люстрăсем çакнă. Çĕнĕ алтарьпе престол, клирокс, просвир кастармалли – асăнмалли вырăн, хальхи подсвечниксемпе турăшсем – пĕтĕмпех пур кунта.Турăшсене ял-йыш пуçтарнă укçа тенкĕпе туяннă.

Чиркÿпе юнашар – хăтлă çурт. Унта та хальхи газ системине монтажланă, электропроводка карнă. Ку вăл священник хваттерĕ пулĕ. Çак çурта Александр Иванович хăйĕн укçипе тутарнă.

Ноябрĕн 20-мĕшĕ районти чиркÿсен тата ял историйĕнче хăйне евĕр событипе палăрса юлать – çак кун Виçпÿрт Шăмăршăри Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ çĕнĕрен уçăлнă ятпа пĕрремĕш кĕлĕ иртрĕ. Юн кун чиркĕве ку ял çыннисем кăна мар, йĕри-таврашри ялсенче пурăнакансем те, Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчи ялсенчен те йышлăн килчĕç. Ир-ирех кунта Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор, Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенчи священниксем, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков килсе çитрĕç. Феодор владыка чиркĕ- ве Турă шывĕпе сапса тасатнă, пурте пĕрле чиркÿ йĕри-тавра хĕреслĕ çул туса çаврăннă хыççăн кĕлле килнисем чиркĕве кĕчĕç. Феодор епископ ертсе пынипе, священниксем пулăшнипе кунта литурги служби иртрĕ.

Кĕлĕ хыççăн Феодор епископ сăмах илсе, чиркĕве юсаса-тирпейлесе çĕнĕрен уçма пулăшнăшăн Савельевсен çемйине, пархатарлă ĕçе хутшăннă ытти çынсене пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ, ку вăл вĕсемшĕн Турă пиллĕхĕпе таврăнассине палăртрĕ. Владыка пурне те Турă халалĕсемпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Чиркĕве пухăннисем унран Турă пиллĕх- не илчĕç.

Кивĕ Шăмăршăри чиркÿ настоятелĕ Зосима атте пĕрлех Виçпÿрт Шăмăршă чиркĕвĕнче те службăсем ирттерĕ. Çак кунах вăл кунта каçхи кĕлĕ йĕркелерĕ. Çĕнĕрен уçăлнă чиркÿри кĕлле халăх йышлă пухăнчĕ.

И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 ноября 2013
08:33
Поделиться