Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республикăра кадетсен строй смотрĕ иртнĕ

Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Республикăра Кадет класĕсен «Кĕрхи тĕрĕслевĕ – 2013» иртнĕ. Ăна Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн тата Раççей çар мухтавĕн кунне, 1941 çулта Мускавра çар парачĕ пулса иртнине халалланă. Смотр-конкурс виçĕ номинаципе иртнĕ – «Классен парад расчечĕ», «Строй зачечĕ», «Класс атрибутики тата формипе паллаштарасси».

Чăваш Ен кадечĕсен ку – чи юратнă мероприятийĕ. Унта ачасем вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче пĕр-пĕринпе тĕл пулса, «хама кăтартма тата ыттисем çине пăхма» текен шухăша çирĕплетме, хăйсен опычĕсемпе паллаштарма пултараççĕ. Кадетсен туслăхĕ çулсерен вăйланса та йышĕ нумайланса пырать тесе çирĕппĕнех калама пулать.

Конкурс программинче 13 хулапа районти 41 кадет класĕсем хутшăннă. Смотр-конкурс программине пурнăçланă май хамăр кадетсем çар çыннин кĕрнекне, строй дисциплинине, командăсем пĕр шухăшлă пулнине кăтартса панă.

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 6 класс кадечĕсем пĕрремĕш вырăна тухни палăрнă. 8 «б» класри кадетсем те хăйсене лайăх енчен кăтартнă. Н.Кудряшов кадет «Тăван çĕршывăн çамрăк таланчĕсем» Республика конкурсĕн «Журналистика» номинацийĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă (ертуçи - Л. Синякова).

Е.УБАСЕВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 ноября 2013
12:07
Поделиться