Предметсен олимпиади иртет
НОЯБРĔН 15-мĕшĕнчен вара районти шкулсенче вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин муниципаллă тапхăрĕ пуçланнă. Унччен маларах шкул ачисем хăйсен пĕлĕвне олимпиадăн шкул тапхăрĕнче тĕрĕсленĕ.
Кăçалхи олимпиада 21 предметпа иртет, çак шутра çĕнни те пур – «Искусство». Çавăн пекех историпе тăван ен предмечĕсене олимпиада программине кĕртни те – çĕнĕлĕх.
Уйрăмах палăрнисене Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командине суйласа илеççĕ, вĕсем Пĕтĕм тĕнчери предметсен олимпиадине хутшăнĕç.
Олимпиада тăватă тапхăрпа иртет. Пĕри хыçă юлнă та ĕнтĕ. Иккĕмĕш муниципаллă тапхăр – ноябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 15-мĕшĕччен, регионти виççĕмĕш тапхăр – 2014 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 10-мĕшĕччен, юлашки тăваттăмĕш пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ – мартăн 20-мĕшĕнчен вара майăн 1-мĕшне çити.
Олимпиадăна хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунатпăр.
С.ЮНУСОВА.