Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Пĕлме ирĕк пур!»

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН наркотиксене хирĕç кĕрешекен Федераллă службипе РФ Вĕренÿ Министерстви пуçарнипе çитес çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен районти шкулсенче наркотиксен сиенĕ пирки «Пĕлме ирĕк пур!» темăпа Пĕтĕм Раççейри Интернет-урок иртет. Унăн тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва сиенлĕ йăла мĕн патне илсе пынине каласа ăнлантарасси, наркотиксемпе усă курассинчен асăрхаттарасси.

Иртнĕ кунсенче çакнашкал Интернет-урок Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 1 «а» класра пулса иртрĕ.

Унта, ачасемпе пĕрлех, ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнчĕç. Наркотиксен сиенĕ пирки маларах тĕплĕн ăнлантарни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Наркотиксен сиенĕ пирки ятарлă сайт та пур. Унта шанăç телефонĕпе, ытти информаципе паллашма пулать. Вун икĕ çула çитмен ачасемшĕн пуриншĕн те пурте ăнланмалла ансат, мультипликаципе вăйă меслечĕсене тĕпе хурса «Наркомание хирĕç» «экшн» жанрĕпе вырнаçтарнă информаци усăллă пуласса шанас килет.

В.ХОРЬКОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 ноября 2013
12:03
Поделиться