Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Атьăр, тăвар сырăшсем

Вăл Зиновий Синичкин çветтуй ячĕпе çыхăннă. Çак кунтан çынсем хĕл каçма килекен кайăксене кĕтме тытăннă – сивĕсем пуçланасси те нумай мар вĕт. Халăх çакна та сăнанă: енчен те кăсăя хурса панă тĕрлĕ йышши апатсенчен чи малтан сало сăхма пуçласан, выльăх-чĕрлĕх йышлă, çăкăр тĕпренчĕкне суйласа илчĕ-тĕк – килте йăлтах йĕркеллĕ, çителĕклĕ пулать имĕш.

Пысăк мар кăсăя, анчах та вăл хăйĕн уявне пĕлет. Çак кунран çынсем кайăксем валли сырăшсем ăсталама тытăннă.

Кăсăя кунне халалласа «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем валли тематика сехечĕ пулса иртрĕ. Экологи тĕл пулăвĕ вăхăтĕнче çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем вĕçен кайăксен тĕнчин вăрттăнлăхĕсем пирки çĕннине сахал мар пĕлчĕç, хăйсем тĕллĕнех сырăшсем ăсталама пултарнине кăтартса пачĕç. Вĕренекенсем вĕсене шкул таврашне кăна мар, хăйсен килĕсенче те çакма, кашни кунах апат хурса пама шантарчĕç.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, кăсăясен 90 проценчĕ хĕлле шăнса е выçăпа вилет. Апла пулсан пулăшма тăрăшасчĕ. Ырă туни вара яланах ырăпа таврăнать.

С.ЛАРИОНОВА, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн халăха экологи пĕлĕвĕ паракан пайĕн методисчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 ноября 2013
12:04
Поделиться