Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юбиляра халалланă мини-футбол

Юбиляра халалланă мини-футбол

  Иртнĕ эрнере Раççей çар мухтавĕн кунне тата Николай Муромцев 55 çул тултарнине халалласа Пуянкассинче çуралса ÿснĕ С.Андронов пуçарăвĕпе йĕркеленсе кайнă мини-футбол ăмăртăвĕнче тĕрлĕ командăсем тупăшрĕç.

«Хамăр ял» команди, унта ытларах çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан футболистсем выляççĕ (А.Тимофеев, Ю.Ефимов, С.Андронов – команда капитанĕ), «Темп» команда тата «Заря» ветерансен командисем ял-йыша илемлĕ вăйăпа тĕлĕнтерчĕç.

Н.Муромцев ветерансен командин ертÿçи, ялти сумлă çын. Унсăрăн ялта пĕр мероприяти те иртмест. Çавăн пекех хăйĕн «транспорчĕпе» çынсене кирлĕ çĕре леçессипе те тивĕçтерет Николай Васильевич.

Стадион çав кун кĕрлемеллипех кĕрлерĕ! Курма килнĕ ял-йыш та турнирпа кăсăкланса тăчĕ. Туслă командăсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем те паллă пулчĕç. Шупашкарти «Хамăр ял» команди чи вăйли пулни палăрчĕ, «Темп» (Шăмăршă) команди – иккĕмĕш, «Заря» ветерансен команди виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çапах та чи пĕлтерĕшли мала тухни мар, йышпа пĕрле район çыннисем футбола юратнине кăтартса пани, хамăр сывлăхшăн тăрăшни.

Çĕнтерÿçĕсем ăмăртăва йĕркелекенсенчен сумлă парнесене тивĕçрĕç. Н.Муромцевăн вĕренекенĕсем – Пуянкасси çыннисем С.Андронов, А.Тимофеев, Юрий тата Владимир Ефимовсем турнира ирттерме нумай вăй хучĕç. Паллах, Сергей Андроновăн ялти тусĕсем пулăшман пулсан ăмăртăва ирттерме те май çукччĕ. Вĕсене те пысăк тав. А.Ухтияров «Красный Бор» ентешлĕхĕн председателĕ ятĕнчен Тав çырăвĕпе хаклă парне парса чысларĕ. Борис Калашников та ветерансен команди ятĕнчен юбиляра сумлă парнепе саламларĕ.

Сăмах май, Кахăрлă Шăхалĕнче пурăнакан В.Шумиловăн та («Заря»командинче вылякан) çак кун хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Ăна та уява йĕркелекенсем тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин грамотăсемпе парнесем парса чысларĕç. Культура çумĕнчи кану центрĕн коллективĕ юбилярсене хăйсен юрри-ташшипе кăмăлĕсене çĕклерĕ.

Çак спорт уявĕ пуриншĕн те хаваслă иртрĕ.

Л.Гордеева.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 ноября 2013
14:45
Поделиться