Кадетсем присяга йышăннă
–«Присяга кадета», – сăмах каласа ачасем пĕрремĕш хут хăйсен пурнăçĕнче тупа турĕç. Çак кун шкул пурнăçĕнче çĕнĕ страница уçăлчĕ теме те пулать. Унта 6 «а» класс тата 8 «б» класри пĕр ача кадетсен ретне кĕчĕç. Хăйсен ачисене хавхалантарма, вĕсемпе пĕрле савăнăçĕсене пайлама ашшĕсемпе амăшĕсем те килчĕç. Шкул ертÿçисемпе хаклă хăнасем вĕренекенсене кадетсен йышне кĕнĕ ятпа саламланă, вĕренÿре, шкул пурнăçĕнче ăнăçу суннă хыççăн ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Уяв ачасем Кадетсен гимне юрланипе вĕçленчĕ. В.ХОРЬКОВА. |
"Шăмăршă хыпарĕ"