Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăха банк пулăшăвĕсем

Юлашки вăхăтра Перекет банкĕ кунран кун çăмăллăх кÿрессишĕн тăрăшать. Çынсем килтен тухмасăр Интернет урлă «Сбербанк Онлайнпа» усă курма пултараççĕ. Çак мелпе усă курса ĕçлес тесен, кашни çыннăн хăйĕн аллинче банк карти пулмалла. Паллах, унта çырăнасси те, ĕçлесси те тÿлевсĕр.

Çак çăмăллăхпа мĕнле усă курма пулать-ха:

– банкра уçнă мĕн пур счетсемпе ĕçлеме;

– пĕр счетран тепĕр счет çине укçа куçарма;

– тĕрлĕ тÿлевсене ирттерме, (çутăшăн, газшăн, налуксем, штрафсем тата ыттисем те);

– Перекет кĕнеки тата карта çинчи юлнă укçа-тенке пĕлсе тăма.

«Сбербанк Онлайн» тытăмне кĕрсе ĕçлес тесен Шăмăршă Перекет банкĕн сайтне кĕмелле. Унтан картăпа усă курса терминалтан «Логин-Пароль» илмелле.

Перекет банк ĕçченĕсем сире хаваспах кĕтсе илĕç, йывăрлăхра пулăшĕç.

Л.КРАСНОВА, Перекет банкĕн администратор-консультанчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 ноября 2013
14:47
Поделиться