Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Оперативлă дежурнăй

Районти полици уйрăмĕнчи дежурнăй чаçра службăра тăракан оперативлă дежурнăйсемпе вĕсен помощникĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă.

Вĕсем дежурствăна тухакан полици сотрудникĕсене хĕç-пăшалпа, патронсемпе тивĕçтереççĕ, служба ĕç-хĕлне талăкĕпех йĕркелесе-тĕрĕслесе тăраççĕ.

Преступлени тунине, административлă йĕркене пăснине çирĕплетекен заявленисене те вĕсемех йышăнаççĕ. Преступлени пулса иртнĕ вырăна васкавлăн оперативлă шырав ушкăнне кăларса ярасси те – оперативлă дежурнăй офицерпа унăн çумĕн тивĕçĕ.

Преступлени тунă, урамра, обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çапкаланса çÿренĕ çынсене те чи малтан дежурнăй чаçа илсе килеççĕ. Кашни факта тарăннăн тĕпчесе саккунпа килĕшÿллĕ тăракан йышăну тăваççĕ çак служба сотрудникĕсем.

Полици майорĕ Р.Идрисов дежурнăй чаçра çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пырать. Университетра юридици уйрăмне пĕтернĕскер, шалти ĕçсен органĕсенче 2000 çултанпа тăрăшать. Малтан милицин участковăй уполномоченнăйĕ пулнă Ролан Фазуллович, каярахпа экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен службăра ĕçленĕ. Вăл тăрăшнипе районта сахал мар преступление уçса панă.

Эпĕ полици уйрăмне пынă чухне дежурнăй чаçра шăпах Р.Идрисов службăра тăратчĕ. Çак вăхăтра пĕр ялтан преступлени тунă çынна тытса килчĕ оперативлă шырав ушкăнĕ. Кăшт вăхăт иртсенех райцентрта ÿсĕр çапкаланса çÿренĕ икĕ çамрăка илсе çитерчĕç полици сержанчĕсем. Пуçланчĕ вара кунта дежурнăй чаçри сотрудниксемшĕн хĕрÿ ĕç! «Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал иккен Ролан Фазуллович», – шутласа илтĕм эпĕ дежурнăй офицерăн служба ĕç-хĕлне сăнанă май. Оперативлă ĕçре ăна Ю.Карпов старшина пулăшса пычĕ. Вăл та полици службинче чылай çул ăнăçлă ĕçлет.

Служба тивĕçне яланах таса чунпа пурнăçланăшăн полици майорне Р.Идрисова нумай наградăпа чысланă.

М.ВАНИН.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 ноября 2013
13:41
Поделиться