Вĕренекенсене – право пĕлĕвĕ
Çак кунсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, «Пирĕн ачасен сывлăхĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн» акципе килĕшÿллĕн, право темипе калаçу иртрĕ. Планпа палăртнă тĕл пулăва РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи полицин «Батыревский» пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн сотрудникĕсем килчĕç.
Çак уйрăмри çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор Н.Мазякова, уголовнăй шыравăн оперуполномоченнăйĕ А.Викторов тата полицин участокри уполномоченнăйĕ А.Пыркин вĕренекенсене право йĕркисене ăнлантарчĕç, ĕçкĕ сиенĕ пирки каласа пачĕç. Çул çитменнисем хушшинчи преступленисенчен, административлă право йĕркине пăснă фактсенчен чылайăшĕ шăпах эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн пулса иртнине асăнчĕç вĕсем. Алкоголизм чирĕ пĕр кĕленче сăра ĕçнинчен, пĕр черкке эрех тутаннинчен пуçланнине те палăртрĕç полици офицерĕсем. Çамрăк организм алкоголь шĕвекĕсене хăвăрт хăнăхса кайни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Эрех-сăра ĕçессинчен пăрăнни пур енĕпе те лайăх.
Полици сотрудникĕсем çавăн пекех наркотиксен сиенлĕхĕ пирки те калаçу пуçарчĕç. Çак чир вара организма эрех-сăраран та ытларах сиенлет, çап-çамрăклах пурнăçран уйăрать. Наркотиксемпе çыхланмалла мар. Вĕсене те çамрăк организм хăвăрт хăнăхса кайни, кайран çак сереперен хăтăлма йывăр пулни çинчен манма юрамасть.
Калаçăва вĕçлесе, йĕрке хуралçисем вĕренекенсене яланах хăйсене йĕркеллĕ тытма, сиенлĕ йăласенчен пăрăнма сĕнчĕç, право йĕркисене пăссан яваплăх пирки аса илтерчĕç, ачасен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Н.УГАРИНА.