Сăваплă уяв
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче православи тĕнчи Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн кунне уявланă. Çак турăш – Раççейре чи хисеплисенчен пĕри. Ку уява 1612 çулта Мускава тата пĕтĕм Раççее поляксенчен хăтарнине палăртса ирттерме тытăннă.
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче çак уява Кивĕ Шăмăршăра, Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕллĕ чиркÿре анлăн паллă турĕç. Литурги служби хыççăн, Турă Амăшĕн сăвапсем кÿрекен иконине мухтаса чысласан, чиркÿ настоятелĕ Зосима иеромонах ертсе пынипе, прихут çыннисем Турă çурчĕ тавра Хĕреслĕ çул туса çаврăнчĕç.
Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕпе молебен ирттерсен Зосима атте пурне те престол праçникĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, яланах Турă халалĕсемпе пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма ырлăх-сывлăх сунчĕ.
– 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕ тата 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕ пирĕн историре пысăк йывăрлăхсемпе палăрса юлнă, – терĕ Зосима атте. – Поляксен çарĕсем Раççейри хуласемпе ялсене, чиркÿсене çунтарнă. Тăшман ултавлă майпа Мускава та ярса илнĕ. Çвяттуй патриарх Ермоген чĕннипе вырăс халăхĕ çĕр-шыва хаяр тăшманран хăтарма хатĕрленнĕ. Турă хăватне илес тесе, Дмитрий Пожарский князь ополченине Хусантан Турă Амăшĕн иконне илсе килнĕ. Турăран тата Турă Амăшĕнчен тăшмана аркатма пулăшу ыйтса пĕтĕм халăх тата ополчени 3 кун типĕ тытса кĕл тунă. Çак кĕлле Турă тата Турă Амăшĕ илтнĕ. 1612 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче, Дмитрий Пожарскийпе Козьма Минин патриотсем ертсе пынипе, халăх ополченийĕ Мускава поляксенчен хăтарнă. Турă Амăшĕн Хусанти иконĕн уявне 1649 çултан пуçласа палăртма тытăннă.
Малалла Васанти халăх краеведени музейĕн директорĕ Г.Ларшников сăмах илчĕ, пурне те Халăхсен пĕрлĕхĕн уявĕ ячĕпе саламларĕ, çак праçникĕн историйĕпе паллаштарчĕ.
И.Хураськина.