Эх, илемлĕ юррисем, килĕшÿллĕ ташшисем
Концерт программине «Ярмăркка» хореографи композицийĕпе пуçлани, ташă коллективĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса илемлĕ хусканусемпе ухăнса ташлани залра ларакансене те, сцена çине тухма хатĕрленекенсене те хавхалану туйăмĕсем кÿчĕ. Кун хыççăн Т.Яковлева солистка хăйĕн хитре тембрлă сопрано сассипе «Россия» юрă шăрантарчĕ. А.Петрова, О.Бибукова, Л.Ермолаева, И.Медведев солист-вокалистсен эстрада тата лирикăлла юррисене те кăмăллăн йышăнчĕ тулли зал. Т.Яковлева ертсе пыракан хĕр ачасен «Улыбка» ансамблĕ те, яланхи пекех виçĕ сасăпа юрласа, чĕрен курăнми хĕлĕхĕсене хускатрĕ.
Пĕчĕккисене ача садĕнченех сцена çине тухма хăнăхтарни – ырă пулăм. Шăмăршăри «Аленушка» (музыка ертÿçи Л.Ермолаева) тата «Ромашка» (О.Бибукова) ача сачĕсенчи воспитанниксен художество номерĕсем хыççăн пурте кăмăллăн алă çупрĕç. Варя Цыганова воспитанницăн сасси те залра илемлĕн янăрарĕ.
Ачасен «Антонина» халăх ташă коллективĕ (илемлĕх ертÿçи А.Нефедова) тата ачасен кăтартуллă «Фламинго» ташă ансамблĕ (В.Кузьмина) концерт программине тĕрлĕ ташăсемпе илемлетрĕç. «Çăлтăрчăк» ача-пăча театр ушкăнĕ (режиссерĕ В.Львова) кулăшла сценкăсемпе савăнтарчĕ.
Халăхсен пĕрлĕхĕн уявне халалланă концерт программине Н.Милюшкинапа О.Тимофеева ăста ертсе пычĕç. Концерт «Антонина» ташă коллективĕн кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнĕсен «Я, ты, он, она» хореографи композицийĕпе вĕçленчĕ.
И.АНАНЬЕВ.