Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Выльăх-чĕрлĕх – картиш тулли

– Ялта та хуларинчен начар мар пурăнма пулать, – тет Пуянкассинчи О.Захаров. – Ÿркенмелле çеç мар, алла усма юрамасть.

Захаровсен картишне нихăçан та курăк пусса илнине курман – вĕсем яланах выльăх йышлă усраççĕ. Паллах, ытларах кил хуçине ĕçлеме тивет ĕнтĕ: ĕне выльăха, сыснасене пăхмалла, тислĕкне те тасатмалла. Çу кунĕсене те ахаль ирттермеççĕ, çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр выльăх çимине ытлă-çитлĕ хатĕрлеççĕ Олегпа Оксана Захаровсем.

Захаровсен кил картинче халĕ сăвăнакан пĕр ĕне, 5 вăкăр (нумаях пулмасть 2-шне сутнă), 4 сурăх, сыснасем, 22 кăвакал тытаççĕ. Чăх-чĕп те самаях. Выльăх усранин усси пур эппин. Çакна çемье тахçанах лайăх ăнланса илнĕ, продукцие кирлĕ вăхăтра чĕрĕ укçана çавăрма пулать. Укçи-тенки вара ялан тенĕ пек кирлĕ.

Тепĕр çемье çинчен те каласа хăварас килет.

Пуянкассинчи Николайпа Татьяна Алексеевсем те çемье бюджетне пуянлатмалли, хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли меслет тупнă. Вĕсем, чăваш халăхĕ ĕлĕкренех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнине шута илсе, килти хуçалăхра тĕрлĕрен выльăх усрама пуçланă. Алексеевсем ялта лайăх çемьесен шутĕнче. Вĕсем çинчен ыррине кăна илтме пулать. Ĕçченлĕхĕсенчен вара тĕлĕнмелли çеç юлать. Кил хуçи платник ĕçĕсене те пит ăста. Вăл халăх валли чÿрече рамисем кирлĕ виçепе туса парать, кил-çурта тул енчен илемлетме те чĕнеççĕ ăна. Мăшăрĕ Татьяна Госстрах агенчĕ пулса ĕçлет. Пĕр яштака ывăлпа икĕ чипер хĕр çитĕнет вĕсен. Вĕсем те ашшĕпе амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. Алексеевсем ир пуçласа каçчен ырми-канми ĕçлеççĕ. Алă усса ларсан, паянхи ĕçе ырана хăварсан тĕллевсем пурнăçа кĕреймеççĕ. Çакна вĕсем питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Паллах, вĕсен ĕçне çăмăл тесе калаймăн. Вĕсем 2 сăвăнакан ĕне, 3 вăкăр, йышлă чăх-чĕп, 70 яхăн кролик усраççĕ. Сыснасемпе те пысăк тупăш кураççĕ. Амасене çăвăрлаттараççĕ (хальлĕхе 3 ама çăвăрламалли), çурасене сутаççĕ. Çурасен хакне вара ялта пурăнакан пĕлетех ĕнтĕ. Йышлă выльăх валли, паллах, выльăх çими те нумай кирлĕ. Алексеевсем çуллен тухăçлă çĕр улми, чĕкĕнтĕр акса-лартса çитĕнтереççĕ, кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеççĕ.

Захаровсемпе Алексеевсем пек харсăр çынсем яла илем кÿреççĕ, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Л.ГОРДЕЕВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 ноября 2013
14:07
Поделиться