Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ашшĕсен Канашĕ

Нумаях пулмасть Шăмăршă районĕнчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Ашшĕсен Канашне йĕркеленĕ. Çакă малашне ашшĕсен çемье умĕнчи яваплăха, ăна çирĕплетессине, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассине, çемье институтне, ăс-хакăл традицийĕсене упраса хăварассине лайăхлатма май парĕ. Паллах, ачасен интересĕ- пе прависене сыхласси те манăçа юлмасть.  Ашшĕсен Канашĕн пĕрремĕш ларăвĕнче унăн положенине, йышне çирĕплетнĕ. Канаш йышне «МРСК Волга-Чувашэнерго» ОАО филиалĕн Кăнтăр электричество сечĕсен начальникĕ А.Денисов, район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ А.Елисеев, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Ю.Ермолаев, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ертÿçи Н.Ендиеров, Кивĕ Чукалти Культурăпа кану центрĕн директорĕ Н.Иванов, Патăрьелĕ-нчи полицин Шăмăршă районĕ-нчи уйрăмĕн оперативлă дежурнăйĕ Р.Идрисов, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул учителĕ Л.Нянин, «Чувашавтодор» ОАОн Шăмăршăри çул-йĕр тăвакан тата юсакан участокĕн прорабĕ В.Погашов, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ С.Хафизов, «Росгосстрах» ОООн Шăмăршăри филиалĕн начальникĕ Ю.Угарин, Шăмăршăри Христос Çуралнă ятпа хисепленекен чиркÿн настоятелĕ Н.Чувашов протоиерей кĕнĕ. Ларура Канаш ертÿçи пулма Ю.Ермолаева суйланă.

Ларура çавăн пекех малашнехи ĕç, мероприятийĕсен планĕсене çирĕплетнĕ.

И.ХУРАСЬКИНА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 октября 2013
10:54
Поделиться