Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ
Хальхинче унта «Пĕр чÿрече» принциппа халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парас ыйтусене хускатнă, çавна май информаци ушкăнĕсем ĕç коллективĕсенче пулнă.
Шупашкартан килсе çитнĕ ушкăн ертÿçи – Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ А.Герасимов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, çак отрасльти çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Ушкăн строительство объекчĕсене те çитсе курнă, вĕсенче ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Ку тĕлĕшпе шăмăршăсене ÿпкелемелли çук. Районта тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă çамрăксене пурăнмалли çур-йĕрпе тивĕçтерес ĕç те начар мар пырать.
Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникнĕ В.Черничкин тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков ертсе пыракан тепĕр ушкăна вара Васан ял тăрăхĕнче кĕтсе илнĕ. Кунта Информаци кунĕнчи тĕп ыйтусенех хускатнă.
Халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе районта нумай функциллĕ центр ĕçлет, вăл халăха 27 тĕрлĕ пулăшу парать. Халĕ çакнашкал çăмăллăхсене ял тăрăхĕ-сен модельлĕ библиотекисем те пама тытăнчĕç. Пулăшу, консультаци илес текенсем вара сахал мар.
Юлашкинчен информаци кунне хутшăннисем çынсене йышăнчĕç, нумай ыйтусене татса пама пулăшрĕç.
И.ХУРАСЬКИНА.