Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Октябрь, 30: ярмăркка

ИРТНĔ юн кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ертсе пынипе ĕçлĕ канашлу пулса иртнĕ.

Унта кăçалхи вырма, кĕр аки, выльăх апачĕ хатĕ-рлессин, çĕртме сухи тунин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ тесен те юрать. Тыр-пула, çĕр улмипе пахча çимĕçе пĕтĕм лаптăксем çинчен пухса кĕртнĕ, палăртнинчен ытларах выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварнă.

Кăçал районта Ял хуçалăх тата продукцие тирпейлекенсен кунне октябрĕн 30-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Унта районти Культура аталанăвĕн центрĕнче ĕçре палăрнă уй-хир, ферма ĕçченĕсене чыслĕç, тĕрлĕ енлĕн хавхалантарĕç. Паллах, тар тăкакан хисепе те тивĕçлĕ.

Çак кунах Шăмăршăра кĕрхи ярмаркка иртет. Унта ял хуçалăх продукцине çителĕклĕ таранах туянма май пулĕ.

В.СЕВРЮГИН.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 октября 2013
13:52
Поделиться