Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Техникăна – управа

ЯЛ хуçалăх техники хăйĕнпе пĕлсе те вырăнлă усă курнине юратать. Паян кăна ĕçлемелле мар вĕт – çитес çул та тăван уй-хир кĕтет. «Колос» агрофирмăра пур пек ял хуçалăх машинисене яланах юсавлă тытма тăрăшаççĕ. Тепĕр чух «кивви çĕннине упрать» текен чăнлăх та тĕп вырăнта.

Хăш-пĕр техника уй-хир ĕçĕсенчен пушанчĕ ĕнтĕ. Çавна май хуçалăхра вĕсене хĕл валли упрама лартас ĕçсем пыраççĕ. Сеялкăсене, культиваторсене лайăх тасатса ятарлă вырăнсене вырнаçтарнă, тутăхакан пайсене лайăх сĕрсе тухнă, сиенленме пултаракан пайсене склада упрама хунă.

В.ЗАХАРОВ,

«Колос» агрофирмăн тĕп инженерĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 октября 2013
13:44
Поделиться