Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕлле те чăрмавсем ан пулччăр

ХĔЛ лариччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Çавна май районта çул-йĕре çак тапхăр валли хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ.

Унччен вара ĕçлемелли сахал мар: хăш-пĕр çĕрте пĕчĕк юсав ĕçĕсем туса ирттермелле, ятарлă техника хатĕрĕсене йĕркене кĕртмелле.

Юр çунă, çил-тăман хыççăн çийĕнчех ĕçе пуçăнма хатĕр пулмалла вĕт.

Çулсем пăрланасси те пулать. Аварисем, ытти инкексем ан пулччăр тесе вĕсене вăхăтра ятарлă хутăшсемпе сапмалла. Вĕсене те маларах янтăласа хума тивет.

Çул-йĕре хĕллехи тапхăра хатĕрлес тĕллевпе ятарлă комисси туса хунă, ĕç планне çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ йышши транспорт хатĕрĕсем çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварасси «Чувашавтодор» ОАОн Шăмăршăра çул-йĕр тăвакан тата юсакан участокĕнчен те нумай килет.

И.ВЯЧЕСЛАВОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 октября 2013
13:42
Поделиться