Тавара шырама кирлĕ мар таврара
Шăмăршă пасарĕнче хаксем мĕнлерех-ха; Çак тĕллевпе ятарласа унта çитсе килтĕмĕр, хаксемпе кăсăклантăмăр.
Район центрĕнче пурăнакансенчен кашниех ĕне усрама май çук. Сĕт вара кирлĕ – нумай апатсене унпа усă курса хатĕрлетпĕр.
– Пĕр литрĕ 20 тенкĕ, - терĕ хак пирки ыйтсан пасарта ялан тенĕ пек тĕл пулакан сутăç.
Иртнĕ пасарсемпе танлаштарсан, сĕт хакĕ малтахи шайрах. Тăпăрчă кирлĕ-и – килограмĕ (пасарта кило теççĕ) 100, услам çу 200 тенкĕ.
Аш-какай сутакансен патĕнче те, яланхи пекех – пысăк черет. Сысна ашĕ – 150-160 тенкĕ. Ĕне ашĕ вара хаклăрах – 180 тенкĕ таран. Сало кирлĕ – вăл вара 100-120 тенкĕ. Пĕвер юрататăн пулсан 100 тенкĕ ан шелле.
Маларахри пасарсенче çăмарта сутакансем сахал марччĕ. Хальхиче вĕсем курăнмарĕç, ахăртнех, чăхсем «типпе» кĕнĕ пулĕ.
Яланхи пекех, пахча çимĕç, улма-çырла сахал мар. Кам вĕсене ÿстерме ÿркенет – енчĕ-кри укçуна шутла та пасара çул тыт: кунта пурте пур. Килогрампа шутласан, ыхра – 150, хăяр – 60, помидор – 40, тутлă пăрăç – 30, сухан – 15, купăста – 10 тенкĕшер.
Вулакансем çак ыйтусемпе те тăтăшах редакцие шăнкăравлаççĕ: сахăрпа çăнăх хакĕ-сем ÿсмен-и; Эппин, пурте пĕлсе тăччăр: хальлĕхе пĕр михĕ сахăр песукĕ 1400 тенкĕ. Чи пысăк сортлă çăнăх (михĕ) - 800. Маларах хак кăштах пысăкрахчĕ.
Халĕччен пăрçа çăнăхĕ çукчĕ – халĕ пур: 25 килограмлă хутаç 400 тенкĕ çеç тăрать.
Сад ăстисемшĕн те пасарта суйламалли пур. Малашне улма-çырла çиес килсен, хунавсене хальтерех лартса хăвармалла. Суйламалăх пур: улмуççи, груша, слива, чие – 250 тенкĕ. Çырла тĕмĕсем вара 150-200 тенкĕ таран.
Хĕл çитесси те инçе мар. Малтанхи «шурă шăнасем» хăйсене кăтартнă хыççăнах пасарта кăçатă сутакансем курăнма тытăнĕç. Кăçатăсем, размерĕ-сене кура, 500-1000 тенкĕ таран терĕç.
Ку – малтанхи хак, пыра-киле енчĕке çÿхетесси пирки те иккĕ-ленÿ çук. Килте асанне-кукамайсем çыхнă çăм нускисем – 150-250 тенкĕ. Шăнас темесен, ирĕк- сĕрех туянăн.
В. НИКОЛАЕВ