Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывă пул, труба чĕнет

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2013 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн, октябрĕн 1-мĕшĕнче çĕр-шывра, çав шутра пирĕн районта та, кĕрхи призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Çак кунсенче пирĕн корреспондент Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕпе, запасри майорпа П.Васюковпа тĕл пулса калаçнă, ăна районти призывпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

– Павел Георгиевич, кĕрхи призывра пирĕн районтан миçе çамрăка çар службине ăсатма палăртнă;

– Çак призывра Шăмăршă районĕнче пурĕ 25 çамрăка салтака ăсатмалла. Вĕсене Канашри призыв пунктĕнче çар формипе, sim-картăпа (10 sms тÿллевсĕрех яма пулать), службăра паракан укçа суммине илсе тăмалли банк картипе тивĕçтереççĕ. Кунсăр пуçне призывниксем çул çинче апатланма ятарлă паек та илеççĕ.

Призывниксен пĕрремĕш партине ноябрĕн пĕрремĕш декадинче Канашри призыв пунктне леçетпĕр. Юлашки партине декабрь вĕçĕнче ăсататпăр.

– Районта призыв комиссийĕ хăйĕн ĕçне пуçларĕ те пулĕ;

– Çапла. Вăл призывниксене медицина тĕрĕслевĕсем витĕр кăларас, вĕсене профессипе психологи тĕлĕшенчен пăхса хăш командăсене кĕртмеллине палăртас тата ытти енĕпе ĕçлет. Çак комиссие район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Петрович Фадеев ертсе пырать.

– Районта службăран пăрăнса юлма пăхакан çамрăксем пур-и;

– Шел пулин те, кунашкал çамрăксем тĕл пулаççĕ - ха. Çар тивĕçне пурнăçлассинчен тарса çÿренĕ икĕ çамрăк пирки кăçал, РФ УКĕн 328 статйин 1-мĕш па- йĕпе килĕшÿллĕн, уголовлă ĕçсем пуçланă. Суд ларăвĕнче вĕсене 40 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттермелле тунă. Ку сумма, паллах, пĕчĕкех мар. Пĕр çулталăк салтак службинче пулса чăн-чăн арçын пулса тăни вĕсемшĕн чылай лайăхрах пулатчĕ. Çап-çамрăклах биографине «судпа айăпланнă»тесе çырнине кĕртни йĕкĕте хăйне те, ашшĕ-амăшне те илем кÿмест. Салтакра пулнисем ял-йышра яланах сумлă арçынсем пулни пирки те манас марччĕ. Икĕ çамрăк судпа айăпланни, службăран пăркаланакан ытти çамрăксемшĕн те çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ.

Республикăри çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен пайĕ-нче призыв мероприятийĕсем пуçланчĕç те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра призывниксем район шайĕ-нчи медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Вăл е ку мероприяти пуласси пирки пĕлтерекен хут илсенех призывниксен Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи 24-мĕш çурта килмлле. Патшалăх шайĕнчи мероприятие кашнийĕн паллăртнă вăхăтра çитмелле. Шута илмелли сăлтавсемсĕр пуçне, тÿрре тухмалли урăх ним те пулма пултараймасть.

– Халĕ сăмахăмăра кăçал çар институчĕсене вĕренме кĕнĕ çамрăксем çине куçарар-ха.

– Кăçал Шăмăршă районĕ-нчен 7 çамрăк тĕрлĕ çар институчĕсене вĕренме кĕни шкулсенче патриотла воспитани парасси кирлĕ шайра пынине çирĕплетет. Тăван çĕр-шыв хÿтĕ-левçи профессийĕ Раççейре ĕмĕрĕпех чи сумлисенчен пĕри пулнă. Çар офицерĕ пулма ĕмĕтленекен курсантсене вĕре- нÿре ăнăçу тата чăтăмлăх сунатăп. Халĕ 11-мĕш класра вĕренекенсен, çар институтне кĕме ĕметленекен яшсене пирĕ-нпе çыхăнма сĕнетпĕр. Эпир вĕсене сĕнÿ-канашсемпе хапăл тусах пулăшăпăр.

– Призыв йĕркипе çар тивĕçне пурнăçланă йĕкĕтсене контрактпа службăна ярасси мĕнлерех пырать;

– Ку енĕпе йĕркеллех темелле. Кăçал 9 уйăхра Шăмăршă районĕнчи 15 çамрăка контракт йĕркипе çар службине ăсатнă. Çак ĕç малалла пырать. Служба срокне тултарса киле таврăннă запасри салтаксене, сержантсене, матроссемпе старшинасене эпир каллех çар формине тăхăнма, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен ретне тăма йыхравлатпăр.

Призыв йĕркипе, çар институчĕсене кĕрессипе, контрактпа службăра тăрассипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусемпе пирĕн пата 8 (83532) 6-12-51 е 8 (83532) 6-12-52 номерлĕ телефонсемпе шăн-кăравламалла. Тĕрлĕ ыйтусемпе сире çар комиссариачĕн пайĕнче те яланах ăшшăн кĕтсе илĕпĕр.

И.МЕДВЕДЕВ калаçнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 октября 2013
11:32
Поделиться