Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Районта – Министерство кунĕ

Ĕнер Шăмăрша Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин ĕçлĕ ушкăнĕ килсе çитрĕ. Çакна каласа хăварни вырăнлă пулĕ: асăннă мероприятисем муниципаллă культурăпа искусство органĕсене методика пулăшăвĕ парас тĕллевпе икĕ уйăхра пĕрре иртеççĕ.

Çак кун министр çумĕ Т.Казакова, министерствăн планпа финанс пайĕн ертÿçи С.Иванова, министерствăн тĕп специалист-эксперчĕ О.Батыгина районти культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç.

Районта культура учрежденийĕсем 32 шутланаççĕ: культурăпа кану центрĕсем – 16, ял тăрăхĕсен библиотекисем – 13, 2 музей тата ачасен пултарулăх шкулĕ. Вĕсенче хальхи вăхăтра 49 специалист ĕçлет. Культурăпа кану центрĕ-сенче çулталăкра вăтамран 2600 мероприяти иртет. Тĕрлĕрен кружоксем те ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков ертсе пынипе Т.Казакова Шăмăршă районĕнчи культура аталанăвĕн центрне, Шăмăршă ял тăрăхĕн библиотекине, Кивĕ Чукалти культурăпа кану центрне çитсе курчĕ. Сăмах май, кивчукалсене культурăпа кану центрне юсаса çĕнетме республикăн комплекслă программипе килĕшÿллĕн сахал мар укçа куçарса пани пирки район хаçатĕнче те пĕрре çеç мар çырнăччĕ. Çавăн пекех, 2013 çулта Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕ те ялсенчи клубсене модернизацилемелли конкурсра çĕнтернĕ. Министерство палтиелсене сĕтел-пукан, тĕрлĕрен аппаратура, сцена костюмĕсем туянма 500000 тенкĕ парса пулăшнă.

Культурăпа искусство институчĕн наукăпа методика пайĕн специалисчĕ Б.Федоров районти ачасен искусство шкулĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртнă. Пĕр кăлтăк çеç пур: специалист-баянистсемпе гитаристсем çеç çитмеççĕ.

Министерствăн архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Абдюшов тата Чăваш Республикин çĕнĕ историйĕн Патшалăх архивĕн директорĕн çумĕ Л.Охоткина ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе практикăллă заняти ирттерчĕç, район архивĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

И.ХУРАСЬКИНА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 октября 2013
11:22
Поделиться