Пуянлансах пырать архив
Архива çынсем ытларах социаллă право пĕлтерĕшлĕ справкăсем, тĕрлĕрен документсен копийĕсене илес тĕлĕшпе килеççĕ. Кунта вара пурин ыйтăвне те туллин тивĕçтерме, пулăшма тăрăшаççĕ.
Çак тапхăрта архив тĕрлĕ çăл-куçсенчен комплектаци докуменчĕсене йышăнас тĕлĕшпе те ĕçленĕ. Июль уйăхĕ-нче кăна-ха кунта «Родина» СХПК докуменчĕсене яланлăха упрама йышăннă. Сентябрьте вара архивра Чăваш Республикин федераллă çыхăну управленийĕн Шăмăршăри почта уйрăмĕн докуменчĕсем те вырăн тупнă – малашне вĕсене таçта шыраса çÿресе вăхăта усăсăр ирттерме тивмĕ. Çавăн пекех халĕ архивра ял тăрăхĕсен ведомство шайĕнче упрамалли вăхăчĕ тухнă документсем те пур. Документсене Республикăри Патшалăх архивĕсене пама хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç – архив фончĕсене электрон тĕслĕхĕ çине куçарса «Архив фончĕ» пĕрлĕхлĕ электрон базине йĕркелесси.
Л.ГОЛОВИНСКАЯ.