Вĕрентекенсене чысланă
Вĕрентекен кунне паллă тăвасси тахçанах çирĕп йăлана кĕнĕ. Учитель профессийĕ – чи сумлисенчен пĕри: вĕсем тăрăшнипех вулама-çырма вĕренетпĕр, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухатпăр. Тайма пуç вĕсене çакăншăн, хисеп те чыс.
Ĕнер çак паллă куна халалласа Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕ-нче савăнăçлă уяв мероприятийĕ пулса иртрĕ. Çут ĕç ĕçченĕ-сене район пуçлăхĕ М.Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Н.Игнатьева саламларĕç, педагогсем çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парас ĕçре пысăк вăй хунине палăртрĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков та килнĕ уява. Яланхи пекех – пушă алăпа мар: унăн салам сăмахĕсем çумне парнесем те хутшăнчĕç. Ĕçре палăрнисене чыслани те, паллах, асра юлĕ.
И.ХУРАСЬКИНА.
"Шăмăршă хыпарĕ"