Уншăн урок – творчество шыравĕ
Е.Ильинан учитель биографийĕ 1988 çулта пуçланнă. Çак çул ăна Анат Чаткас шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературин учителĕ пулма çирĕплетнĕ. Елена Меркурьевна, чăвашлăха чунтан парăннăскер, юратнă ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă. Учительница çулран-çул хăйĕн ĕç ăсталăхне, уроксен методика шайне ÿстерсе пынă.
Е.Ильина – опытлă тата творчество пултарулăхĕпе ĕçлекен педагог. Чăваш чĕлхине, наци йăли-йĕркине упраса хăварасси, чăваш культурине малалла аталантарасси, ачасене пĕчĕкренех тăван чĕлхепе литературăна юратма вĕрентесси – унăн тĕп тĕллевĕ.
Ĕçри лайăх кăтартусем çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнипе çыхăннă. Елена Меркурьевна уроксенче компьютер технологийĕсемпе, проект методикипе, тĕрлĕ шайлă тата модульлĕ вĕренÿ меслечĕсемпе, интерактивлă формăсемпе тухăçлă ĕçлесе пырать. Çавна май унăн урокĕсем ачасемшĕн интереслĕ те усăллă иртеççĕ. Елена Меркурьевнăн вĕренекенĕсен пĕлÿ пахалăхĕ 75 процентпа, ачасем предметсемпе ĕлкĕрсе пырасси 100 процентпа танлашать, вăтам бал – 4,0.
Вăл мастер-классем, уçă уроксем ирттерет, чăваш чĕлхин районти методика пĕрлешĕвĕнчи ларусенче докладсем тăвать. Районта йĕркеленĕ «Çулталăкри учитель – 2012» конкурсра «Чи лайăх урок» номинацире призлă вырăн çĕнсе илнĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕн кăтартăвĕ, пĕлетпĕр ĕнтĕ, ачасем конкурссемпе олимпиадăсенче мĕнлерех пĕлÿ шайĕпе палăрнинче лайăх курăнать. Юлашки 3 çулта кăна Елена Меркурьевнăн вĕренекенĕсем темиçе хутчен те олимпиадăсенче чăваш чĕлхин предмечĕпе призерсен йышне кĕнĕ. И.Ухтиярова вĕренекен сочиненисен республикăри конкурсĕнче («Унăн ячĕ – анне») иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех пĕрремĕш категориллĕ учителĕн 50 ытла вĕренекенĕ çуллен Пĕтĕм Раççейри вăйă-конкурса («Чувашская ласточка – языкознание для всех») хутшăнса районта чи лайăххисенчен пĕрисем пулса тăраççĕ.
2010-2012 çулсенче Е.Ильинан вĕренекенĕсем районти электронлă презентацисен конкурсĕсенче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Кунсăр пуçне ачасен тĕпчев ĕçĕсен «Наука. Творчество. Аталану» наукăпа практика конференцийĕсенче те унăн воспитанникĕсем призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Елена Меркурьевна вĕрентекен ачасем темиçе хутчен те республикăри конференцисенче «Эткер» центр йĕркелекен «Эпĕ – тĕпчевçĕ» конкурсра вăй виçнĕ. 9 класра вĕренекен Е.Ильин çамрăк тĕпчевçĕсен регионсем хушшинчи конференцийĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Çак вĕренекен çавăн пекех сочиненисен конкурсĕнче («Чăваш чĕлхи – ĕнер, паян, ыран») темиçе хутчен те пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, республика конкурсĕнче те («Ради жизни на земле») лайăх енĕпе палăрнă. 9 класри А.Нянина вĕренекенсен творчество фестивалĕнче «Тăван кил – манăн хăтлăх» ĕçпе лайăххисен шутне кĕнĕ.
Хальхи вăхăтра Е.Ильина – 5 класс руководителĕ. Çак класри ачасем тĕрлĕ шайри мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. И.Санатуллова Пĕтĕм Раççейри акцие («Россия без табака») хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Елена Меркурьевна хăйĕн ĕç опычĕпе ĕçтешĕсене те паллаштарать. 2011 çулта учительницăн педагогикăри меслечĕсене районти методика семинарĕнче ырланă. Чăваш чĕлхипе литература учителĕсен районсем хушшинче иртнĕ фестивалĕнче Е.Ильина лауреат пулса тăнă.
Елена Меркурьевнăн ĕçĕнче професси ăсталăхĕ, ачасене хăйĕн ĕçне юратни малти вырăнта тăраççĕ. Унăн кашни урокĕ творчество шыравĕпе, педагогикăри çĕнĕ технологисемпе çыхăннă. Учительсен уявĕ умĕн Е.Ильинана Раççей федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствин хисеп грамотипе наградăланă
Н.УХТИЯРОВА.