Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чĕрĕк ĕмĕр – нумай темĕр

ЭПИР – пурте ачалăхран. Хăй вăхăтĕнче чылайăшĕ, тен, ача сачĕсене те çÿренĕ пулĕ. Паллах, çак тапхăр яланлăхах асра юлать. Пĕр сăмахпа, пурнăç çулĕ шăпах садикран пуçланать темелле.

Иртет вĕт вăхăт. Васанти «Улыбка» ача сачĕ йĕркеленнĕренпе те чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Тахçан унта çÿренĕ пепкесем халĕ хăйсем ашшĕ-амăшĕ ĕнтĕ, ача-пăчаллă.

Хальхи вăхăтра садикра тĕрлĕ ÿсĕмри икĕ ушкăн – пĕтĕмпе 32 ача. Кунта тăватă педагог тата пилĕк работник вăй хураççĕ. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ «Çуралсанах – шкула кайиччен» программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Çакна та каламалла: «Улыбка» ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулпа та тачă çыхăнса ĕçлет.

Садикра методика хатĕрĕсем çителĕклĕ, тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртеççĕ, вĕсене ачасен ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнаççĕ. Спортпа та туслă çитĕнекен ăру. Хальлĕхе пысăк ăсталăхах кăтартаймаççĕ пулин те – пыра-киле вĕсенчен маттур спортсменсем тухас шанăç пур.

Пĕлтĕрхи май уйăхĕнче «Улыбка» ача сачĕ çумĕнче районта пĕрремĕш çемье – ача сачĕ уçăлчĕ. Ярăславра пурăнакан Тихоновсем йĕркелерĕç ăна. Халĕ унта – тăватă ача.

И.ХУРАСЬКИНА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 октября 2013
09:46
Поделиться