Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

В.Сидорова асăнса – турнир

Хамăр республикăран Чечня Республикине ытти милиционерсемпе служба командировкине кайсан 2005 çулхи сентябрьте Грозный хулинче вилнĕ милици майорне В.Сидорова асăнса волейбол турнирне ирттересси районта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл 8-мĕш хут иртрĕ.

Шăмăршă вăтам шкулĕн спорт залĕнче йĕркеленĕ черетлĕ турнира кĕске сăмах каласа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков уçрĕ. Владимир Александрович çумне хутшăнса Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ О.Еремеева тата Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Вазанов та сăмах каларĕç. Вĕсем çак ял тăрăхĕн çынни В.Сидоров çар службинчен таврăнсан районти шалти ĕçсен пайне ĕçе кĕнине, тĕрлĕ должноçсенче служба тивĕçне чылай çул ăнăçлă пурнăçласа пынине, çавна май тĕрлĕ наградăсене тивĕçнине, вăл яланах мал ĕмĕтпе пурăннине, спорт вăййисене юратнине, Чечня Республикинче вăхăтсăр вилнине асăнчĕç.

Волейбол турнирне муниципалитетăн районсем хушшинчи полицин «Батыревский» пайĕн, унăн Шăмăршă районĕнчи полици уйрăмĕн командисем тата ял тăрăхĕсен спортсменĕсем хутшăнчĕç. Хĕрÿ ăмăртура кÿр-шĕ районти полици сотрудникĕсен команди пĕрремĕш вырăна тухса Кубока тивĕçрĕ. Шăмăршă районĕн полици сотрудникĕсем – иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Призлă вырăнсем йышăннă командăсене Грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç.

С.ХАФИЗОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 сентября 2013
08:26
Поделиться