Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Михаил Архангела мухтаса – кĕлĕ

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Палтиелĕ-нчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿре Михаил Архистратигăн тĕлĕнтермĕш хăвачĕ-сене аса илтерекен православи праçникĕ ячĕпе Турă литургийĕ иртнĕ. Кĕлĕ ирттерессине Чăвашпа Шупашкар митрополийĕн Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор йĕркелесе пынă. Литурги ирттерме çавăн пекех IV округ (Шăмăршă районĕ) благочиннăйĕ Николай Чувашов протоиерей, III округ (Патăрьел районĕ) благочиннăйĕ Сергий Пегасов, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Георгий Хитров протоиерей, Кивĕ Шăмăршăри Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Зосима Хабаров иеромонах тата ытти священниксем хутшăннă.

Литурги хыççăн Феодор епископ Михаил Архангел ячĕпе молебен ирттернĕ, чиркĕве килнисене пурне те уяв ячĕпе саламланă. Феодор епископ ертсе пынипе, уява килнисем чиркÿ йĕри-тавра Хĕреслĕ çул туса çаврăннă.

Феодор епископ Шăмăршăра тăвакан Христос çурални ячĕллĕ çĕнĕ чиркĕве те çитсе курнă. Чиркÿ настоятелĕ Николай атте ăна строительство ĕçĕсемпе паллаштарнă, çывăх вăхăтри плансем çинчен каласа панă. Феодор епископ строительство ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлеме, пурне те лайăх сывлăхпа, Турă халалĕсемпе пурăнма ырă суннă.

Хамăр корр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 сентября 2013
10:36
Поделиться