Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Информаци кунĕ иртнĕ

Иртнĕ юн кун Чăваш Енре, çав шутра Шăмăршă районĕнче те, пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ял халăхĕпе, ĕç коллективĕ-семпе тĕл пулусем ирттернĕ вăхăтра информаци ушкăнĕсем Чăваш Республикинче социаллă политикăна пурнăçа кĕртсе пынипе, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе, экологи субботникĕсемпе, Йывăç кунĕн кĕрхи тапхăрĕпе, ялсен таврашĕ- сене, урамсене, масарсене тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Пирĕн района республикăри информаци ушкăнĕн йышĕнче Чăваш Республикин граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петров, Чăваш Енри юстици министрĕн пĕрремĕш çумĕ И.Семенова, Шупашкарти политтехника институчĕн строительство факультечĕн деканĕ Н.Пушкаренко, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева килнĕ.

Пĕрремĕш информаци ушкăнĕ – ун йышĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев тата Чăваш Республикин граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петров пулчĕç – Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн тата психоневрологи интерначĕн коллективĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç, ялти культурăпа кану центрĕнче пулчĕç. Информаци ушкăнĕн представителĕсем кун йĕркинчи çÿлерех асăннă ыйтусене тĕплĕн сÿтсе яврĕç, граждансен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Вениамин Иванович республикăри бюджет учрежденийĕсен ĕçченĕсене ĕç укçи ÿстерессипе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ, халăха больницăсенче диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăларассипе, сывă пурнăç йĕркисене пурнăçлассипе, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе, инкеке сирессипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Информаци ушкăнĕ асăннă учрежденисенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене еплерех пăхăнса пурăннипе те кăсăкланнă.

Чăваш Енри патшалăх социаллă политика пурнăçа кĕрсе пынине асăнса район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев çакна палăртрĕ. Район администрацийĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕсене пурнăçласа, тивĕçлĕ йышăнусем туса районти бюджет сферинче вăй хуракансен мĕн пур категорийĕсен вăтам ĕç укçин калăпăшне ÿстернĕ. 2013 çулхи 7 уйăхри кăтартусем тăрăх республикăри вăтам ĕç укçи 18 пин те 623 тенкĕпе танлашнă.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ тата аварисенче инкек курассинчен сыхланасси пирки те калаçу пычĕ. 2013-2020 çулсем валли йышăннă федераллă, республикăри тата районти тĕллевлĕ программăсенче çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçлассине çулран-çул ÿс- терсе пыма палăртнă. Çак программăсене пурнăçласси районта тĕп задачăсенчен пĕри пулса тăмалла: çын пурнăçĕ, сывлăхĕ – чи хакли.

Шăмăршă районĕнче çулленех, çурхи тата кĕрхи тапхăрта, ялсене тирпей-илем кÿрес тĕллевпе, санитари тасалăхĕн уйăхлăхĕ иртет. Çак уйăхлăх вăхăтĕнче экологи субботникĕ-сем пулаççĕ, ялсене, вĕсен таврашĕсене, ял тăрăхĕсен çул-йĕ-рне, масарсене тасатса тирпейлеççĕ.

Тепĕр информаци ушкăнĕ – ун йышĕнче район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ – организацилле ĕçсен пайĕн начальникĕ Л.Портнова тата Чăваш Республикин юстици министрĕн пĕрремĕш çумĕ И.Семенова пулчĕç – Анат Чаткас ял тăрăхĕн активĕпе, çак ялти пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн, «Чебурашка» ача сачĕн коллективĕсемпе тĕл пулчĕ. Çак учрежденисенче информаци кун йĕркинчи темăсемпе ыйтусене сÿтсе явнă, ĕçлекенсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă.

Информацин виççĕмĕш ушкăнĕ – унта район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Е.Кудряшова тата Шупашкарти политехника институчĕн деканĕ Н.Пушкаренко пулчĕç – Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти, «Туслăх» спорт комплексĕнчи, Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕ-нчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Информацин тăваттăмĕш ушкăнĕнчи район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков тата РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева Васан ял тăрăхĕн администрацийĕнче, ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулчĕç, коллективсемпе кун йĕркинчи ыйтусем тăрăх калаçу ирттерчĕç. Роза Алексеевна çавăн пекех Пенси фончĕн районти управленийĕн ĕçченĕсемпе те тĕл пулчĕ, вĕсен ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕ, паха сĕнÿ-канаш пачĕ.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ районта пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

И.ХУРАСЬКИНА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 сентября 2013
10:34
Поделиться