Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Старта йыхравларĕ «Шăмăршă хыпарĕ»

Икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, А.Г.Николаев летчик-космонавта асăнса тата «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат парнисемшĕн йĕркелекен çăмăл атлетика эстафетин чупăвĕ малтан палăртнă кун иртеймерĕ – çумăрсем чăрмантарчĕç. Çавна май спорт мероприятийĕ сентябрĕн 12-мĕшĕнче, çанталăк кăштах уяртсан иртрĕ.

Çак кун районти шкулсенче вĕренекенсем уроксем хыççăн автобуссемпе Шăмăршăри «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексне килсе çитрĕç. Пĕрлех çитĕннисен ушкăнĕсенчи ăмăртусене хутшăнакансем те стадиона васкарĕç.

Кунта çăмăл атлетикăна чунтан килĕштерекенсене çитĕннисем хушшинче те, ачасен йышĕнче те асăрхарăмăр. Хăш-пĕрисемпе спорт пĕлтерĕшĕ пирки калаçма та май килчĕ.

В.Дмитриев,

район администрацийĕн юридици секторĕн заведующийĕ:

– Эпĕ пĕчĕкренех çăмăл атлетикăна килĕштереттĕм. Тĕрлĕ дистанцисене чупса мала тухни чунтан савăнтаратчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ тапхăрта та спортран уйрăлман.

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат парнисемшĕн йĕркелекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене те çулленех хутшăнаттăм, малти вырăнсене те йышăнаттăм. Хаçат редакцийĕ юлашки çулсенче йĕркелеме пуçланă эстафета чупăвне те кашнийĕнчех хаваспах хутшăнатăп.

Спорт – сывлăх çăл куçĕ. Куллен физкультурăн ансат упражненийĕсене пурнăçлани, ирсерен е каçсерен вăрăмах мар дистанцире чупни те организма тивĕçлĕ шайра тытса тăма май парать. Эпĕ пурне те спортпа туслă пурăнма сĕнетĕп.

В.Смаев,

Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан

тĕп шкулти физкультура учителĕ:

– Шкулта физкультурăпа спорта пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Вĕсем сывă пурнăç йĕркисемпе пурăнма май параççĕ. Ачасем тĕрлĕ спорт тренировкисене, шкулти, районти ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ ирттерекен ăмăртусене те кашнийĕнчех килетпĕр. Хальхинче акă хамăр шкултан ачасен 2 командипе çитрĕмĕр.

х х х

Палăртнă вăхăтра районти командăсем «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕ умне йĕркеленсе тăчĕç. Ăмăртусен тĕп судйи В.Антонов район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне В.Петькова командăсем эстафета чупăвне хатĕр пулни пирки рапортларĕ.

– Командăсем çак стадиона килсе çитни пире савăнтарать, – терĕ Владимир Александрович. – Паян çанталăк лайăх. Эстафета чупăвĕнче пĕр-пĕ- ринпе вăй виçме майсем çителĕклĕ. Командăсене ăнăçлă стартсем сунатăп. Паянхи ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăрнă командăсем Шупашкарта çак шăмат кун «Олимпийский» стадионта Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавта асăнса тата «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен эстафетăра вăй виçĕç. Пирĕн спортсменсем район чысне республика ăмăртăвĕнче сумлăн хÿтĕлессе шансах тăратпăр. Ăнăçу сирĕнпе пĕрле пултăр!

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Т.Федотова командăсене эстафета чупăвĕнче ăнăçу суннă хыççăн В.Антонов тĕп судья ăмăртусем мĕнлерех йĕркепе иртесси пирки каласа пачĕ.

Кун хыççăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкулсен командисем старт илчĕç. Тÿрех каламалла: шкул командисем – пĕри тепринчен вăйлăрах, пултаруллăрах. Шăмăршă вăтам шкулĕн 1-мĕш команди эстафета чупăвне пуринчен те хăвăртрах вĕçлесе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çак шкулăн 2-мĕш команди тата Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн команди иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти командăсем хушшинче Васанти тĕп шкулти командăсем чи вăйлисем пулчĕç.

Малалла ял тăрăхĕсен командисем старт илчĕç. Вĕсем те ăнăçлă ăмăртрĕç. Çак ушкăнра Карапай Шăмăршă команди çĕнтерчĕ. Шăмăршă команди – иккĕмĕш.

Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен командисем ăмăртнине те пăхса тăма интереслĕ пулчĕ куракансене. Ку ушкăнра вăйлă командăсем ăмăртни тÿрех курăнчĕ. Район администрацийĕн организациллĕ ĕçĕсен пайĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн коллективĕн команди – иккĕмĕш, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политики пайĕн команди – виççĕмĕш вырăнсенче.

«Спорт çемйи» ушкăнра ăмăртакансем спорт уявне хăйне евĕр илем кÿчĕç. Шăмăршăри Удинсем – пĕрремĕш, Залалтдиновсем – иккĕмĕш, Ларшниковсем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăннă командăсем Кубоксем, Дипломсем илчĕç. Кунсăр пуçне вĕсене «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата 3 уйăхлăха çырăнса пачĕç. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тухнă командăсене хаçат редакцийĕ Дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларĕ. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ эстафетăна спонсор пулса пулăшу панăшăн Россельхозбанкăн Чăваш регионĕн Шăмăршă районĕнчи хушма офисне, сахал яваплă «Росгосстрах» филиалăн Шăмăршă районĕ-нчи страхлакан уйрăмне, çавăн пекех ăмăртусен судйисене В.Антоновпа М.Яковлева эстафета чупăвне ирттерме пулăшнăшăн хаçат редакцийĕ тав тăвать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 сентября 2013
09:16
Поделиться