Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пултаруллă педагог, сцена ăсти те

«Ай, хÿхĕм те-çке ку хĕр, артист пулмах çуралнă пуль!; Епле çăмăл та илемлĕ ташлать вăл тĕрлĕ халăх ташшисене!» – тĕлĕннĕ ял çыннисем сцена çине Васан шкулне нумаях пулмасть кăна институт пĕтерсе математика вĕрентме килнĕ çамрăк учительницăран. Курма килнисене хăйĕн илемлĕ ташшисемпе тĕлĕнтерекенĕ вара Елизавета Яковлевна ГУСЛЯРОВА пулнă.

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Карань ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Гусляровсен йыхĕнче пурте тенĕ пекех кĕвĕ каламалли хатĕрсем ăсталама пĕлнĕ. Лизан ашшĕ – хут купăссем, тетĕшĕ – сĕрме купăссем, мăн аслашшĕ – кĕслесем ăсталанă. Хăйсемех илемлĕ кĕвĕсем ăста калама пĕлнипе те таври ялсенче чапа тухнă пулнă вĕсем. Хушамачĕ те «кĕсле» сăмахранах тухнă та ĕнтĕ.

Ашшĕ çамрăклах куçĕ-сене шур илнипе начар курнăран Лиза мĕн пĕчĕкренех унпа юнашар пулма тăрăшнă.

Çемьере Гусляровсен пилĕк ача – виçĕ ывăл та икĕ хĕр ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех вĕсем амăшĕ- пе пĕрле çуллахи вăхăтра колхозра уйăрса панă пайсене çумланă, кăпкалатнă, пуçтарса кĕртнĕ, çурлапа тырă вырса кĕлте çыхма пулăшнă. Лиза та тетĕшĕсемпе аппăшĕнчен юлман, вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Ачисем пурте вăтам шкул пĕтернĕ. Шкул çулне çитсен пĕчĕк Лисук та урине çăпата сырса, çие амăшĕ çĕлесе панă пир кĕпепе тетĕ-шсенчен пĕчĕкленсе юлнă пиншакран майлаштарса тунă пальтона тăхăннă та хул пуççи урлă пир сумка çакса пилĕк çухрăмра вырнаçнă кÿ- ршĕ ялти вăтам шкула чупнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче чăннипех те выçăллă-тутăллă, нушаллă пурнăç мĕн иккенне Лиза çамрăклах питĕ лайăх пĕлсе ÿснĕ. Çапах та шкулта тăрăшса вĕреннĕ çамрăк хĕр. Вăл учитель пулма ĕмĕтленнĕ.

Тата икĕ вăрттăн ĕмĕт те пулнă-ха Лизăн. Унăн кукамăшĕ ялти пуянтарах пурăнакан çемьерен пулнă. Кукашшĕсен çурт-йĕрĕсем те, хуралтисем те çирĕп пулнă, ĕнепе ытти выльăх- чĕрлĕхсем те картиш тулли усранă. Хапхи те вĕсен «вырăсла» пулнă. Гусляровсем вара чухăн хресченсем шутланнă, ĕне вырăнне – качака, хапха вырăнне – вĕрлĕк алăк кăна. Лизан та килĕнче нумай сĕт паракан ĕне усрас килнĕ, ăна вара хăмаран тунă пысăк хапхана уçса ирсерен кĕтĕве ăсатма, каç пулсан вара вăйă картине тăма ĕмĕтленнĕ...

Вăтам шкул пĕтерсен Лиза Гуслярова Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультечĕн студентки пулса тăнă. Вĕренме кайнă чухне ăна ашшĕ пилĕк пус укçа тата пĕр çăкăр панă.

Вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕ-рсе пынисĕр пуçне хастар студентка институтри обществăлла пурнăçра та хастарлăхпа палăрать, уйрăмах художество пултаруллăх концерчĕ-сене хутшăнма кăмăллать вăл. Ăна факультетри ташă ушкăнне хутшăнма чĕнеççĕ.

Çак ташă ушкăнне маларах çÿреме пуçланă Шăмăршă районĕн каччи Харитон Яковлев чи ăста ташлакансенчен пĕри пулнăран-ши, пултаруллă качча Лиза пĕрре курсах кăмăлланă. Ташланă вăхăтра хăйне чăн-чăн артистка пекех тытма пĕлекен яштака хĕр Харитонăн чĕрине те вут хыптарнă.

1965 çулта алла диплом илсен Лиза Гуслярована Шăмăршă районне ĕçлеме яраççĕ. Васанти вăтам шкулта шăпах математика учителĕ кирлĕ пулнă иккен вăл вăхăтра. Ак, шăпа! Хăй кăмăллакан каччăпа пĕр шкултах ĕçлеме тивет-çке унăн! Харитон кунта истори тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене пĕр çул маларах вĕрентме килнĕ пулнă. 1966 çулхи çулла вара Харитон Константиновичпа Елизавета Яковлевна çамрăк педагогсем пĕрлешсе çемье йĕркелеççĕ.

Хăйне çунат хушса янă евĕр çамрăк учительница тÿрех çанă тавăрса ĕçлеме пуçлать. Ачасене математика тĕнчине анлăрах явăçтарас тĕлĕшпе кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ вăл, тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă. Класс руководителĕ пулнă май вĕсене хавхалантарса, илĕртсе пынă. Мĕнле кăна мероприяти йĕркелемен-ши Елизавета Яковлевна хăйĕн класс ачисемпе 37 çул хушшинче!

Уроксем ирттернисĕр пуçне Елизавета Яковлевна ачасене уроксем хыççăн та хăй йĕри-тавра явăçтарать, ташă кружокĕ йĕркелесе тĕрлĕ халăх ташшисене ташлама вĕрентет. Çĕршер ачана илемлĕ хусканусем тума, ташă илемлĕхĕн вăрттăнлăхĕсене, кĕвĕ илемлĕ-хне туйма, ташă ритмне сисме вĕрентнĕ вăл 30 çул хушшинче. Шкулта кăна мар, ялти клубра та йĕркелет вăл ташă кружокĕсем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулсенче Васанти вăтам шкулти тата Кивĕ Шăмăршăри клуб çумĕ-нче ĕçлекен ташă ушкăнĕ-сем районта кĕрлесе кăна тăнă! Елизавета Яковлевна ертсе пыракан ташă ушкăнĕ-сем кашни çулах районти, республикăри конкурссемпе фестивальсен çĕнтерÿçисен хушшинче пулнă, Дипломсемпе Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, пĕр улшăнмасăр чунне парса ĕçленĕ Васанти вăтам шкулта Елизавета Яковлевна. Ачасене вăл математика предметне алла илме, пурнăçра ырăпа усала, илемпе тискерлĕ- хе уйăрма, тăван çĕр-шыва юратма, ваттисене, тăван халăхăн йăли-йĕркисене хисеплеме вĕрентнĕ. Кивĕ Шăмăршăри «Тевет» халăх фольклор ушкăнне те мĕн йĕркеленсе кайнă кунтанпах çÿреме пуçланă Елизавета Яковлевна. Чăвашсен ĕлĕкхи кĕвви-çеммине, юрри-ташшине, сăвă-такмакне, йăли- йĕркине халăх хушшине сарма хастар хутшăннă. Каçхине, ĕç хыççăн, коллективпа пĕрле ялти клуба пуçтарăнса репетицисем ирттернĕ.

Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре нумай çул хушши ырми-канми чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн Елизавета Яковлевана «РСФСР Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн, Шăмăршă район администрацийĕпе вĕренÿ пайĕн Хисеп грамотисене, хаклă парнесемпе темиçе хутчен те чысланă.

Пуян опытлă вĕрентекен çемьери тивĕçе те чыслăн пурнăçланă. Савнă мăшăрĕпе, Харитон Константиновичпа, виçĕ ывăл, икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем паян килĕштерекен ĕçре тăрăшаççĕ. Харитон Константиновичпа Елизавета Яковлевна тивĕçлĕ канура пулин те, алла усса ларма вăхăт çук: ачисем вĕсене 18 мăнук парнеленĕ. Çакăнтан тата чаплăрах пуянлăх, тата туллирех телей пур-ши; Çук, паллах! Çиччĕмĕш теçеткене вĕçлекен хисеплĕ çыннăмăра, юратнă вĕрентекенĕмĕре, паянхи кун та 40 çул каяллахи пек илемлĕ сăн-питлĕ те яштака пÿ-силлĕ Елизавета Яковлевана эпир, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан унăн вĕренекенĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, ял çыннисем чаплă юбилей ячĕпе чунтан саламлатпăр, çирĕп сывлăх та вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей те тулли савăнăç, тăнăç пурнăç та канлĕ ватлăх сунатпăр!

Г.ЛАРШНИКОВ.

Кивĕ Шăмăршă ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 сентября 2013
09:21
Поделиться