Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Продуктивлăх ÿсет

Чăннипех çапла: çакна цифрăсем те лайăх çирĕплетеççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра, сăмахран, районта 247 тонна аш-какай, 2032 тонна сĕт туса илнĕ. Тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенчи ĕнесем çак тапхăрта 3165-шер килограмм сĕт антарнă.

Ку тĕлĕшпе «Шанс», «Исток», «Восход», «Искра», «Мир» хуçалăхсем, Г.Макаровăн, А.Сатеевăн, Т.Иванован хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлени куç кĕретех.

Районта выльăхсен йышĕ ÿссе пыни те палăрать. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăхсем 1350 пуç шутланаççĕ. Çак енĕпе те ÿсĕм маларах асăннă хуçалăхсенче палăрать. Сăвăнакан ĕнесем те пĕлтĕрхи çак тапхăртан пысăкрах. Пăрусене те чылай ытларах илнĕ.

Обществăллă секторта паян сыснасене пĕр пине яхăн усраççĕ. Сакăр уйăхра кашни амаран 7,5 çура илнĕ. «Шанспа» «Искра» хуçалăхсенче, Г.Макаровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ку кăтарту тата пысăкрах.

Самăртакан выльăхсем те лайăх ÿт хушаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 600 грамм ытла, сыснасем 240 грамм хушăнса пынă.

Н.ВАЗАНОВ,

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн

тĕп специалисчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2013
11:40
Поделиться