Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕлтĕрхинчен ытларах

ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХЕ ăнăçлă хĕл каçарма апат та сахал мар кирлĕ – унсăрăн палăртнă чухлĕ продукци те, çамрăк выльăхсем те илеймĕн. Мĕн тесен те – хĕл хырăмĕ аслă.

Кăçал вара районти тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче выльăх çимине пĕлтĕрхинчен ытларах хатĕрлесе хăварнă. Тĕрлĕ йышши апатсем – 3202 тонна таранах, вăл шутран тырă фуражĕ кăна 1240 тонна. Паянхи куна кашни условнăй выльăх пуçне 21,4 центнер апат единици тивет. Ăна «Исток» уçă акционерлă обществăра, «Мир», «Агрофирма «Карлинская» хупă акционерлă обществăсенче, А.Сатеевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 30 центнертан та ытларах янтăланă.

Н.ПЕТРОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2013
11:43
Поделиться