Черетсĕр конференци
ÇАК кунсенче «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн черетсĕр конференцийĕ пулса иртнĕ, ăна унăн секретарĕ В.Фадеев ертсе пынă.
Конференци ĕçне Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн сенаторĕ Г.Николаева, Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ М.Хамдеев, партин вырăнти ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи П.Фомин, ял тăрăхĕ-сен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем – пурĕ 43 делегат хутшăннă.
Отчетлă докладпа В.Фадеев тухса калаçнă. Вăл ытларах район çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăнă, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарнă.
Г.Николаева сенатор сăмахне те конференцие хутшăннисем пысăк тимлĕхпе итленĕ. Вăл та пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă.
Конференцире партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕнче хăш-пĕр улшăнусем кĕртес ыйту та пулнă, çавăн пекех контрольпе ревизи комиссийĕн положенине çирĕплетнĕ, партин чăваш регионĕнчи ХХ конференцине хутшăнма делегатсем суйланă.
Парти членĕсен йышĕ те хутшăннă – темиçе çын билетсем илнĕ. Çавăн пекех, активистсене хаваслă лару-тăрура хавхалантарнă, чысланă.
(Хамăр корр.)