Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăннипех маттур

ШУПАШКАРТА Раççейри триатлон федерацийĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пулса иртнĕ. Унта тĕрлĕ регионсенчен – Краснодарпа Красноярск крайĕсен, Саратов, Свердловск, Чита, Ярославль облаçĕсен тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменĕсем тупăшнă.

Шкул ачисем хушшинче çивĕч кĕрешÿре Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ Илья Хлюкин çĕнтернĕ. Сăмах май, çамрăк спортсмен Ленинград облаçĕнчи Волосово хулинче иртнĕ ăмăртура кĕмĕл призер пулнăччĕ.

1996-1998 çулсенче çуралнă спортсменсем хушшинче те шăмăршăсем палăрнă: ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха ÿстерекен Дмитрий Ефимов Кубока тивĕçнĕ.

В.АНТОНОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2013
11:44
Поделиться