Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пурăнать ялта ăста

Ăçта; Хамăр хушăрах – Çĕнĕ Шăмăршăра. Ялта ăна Петя тете теççĕ, туллин каласан – Петр Ильич Гурьянов. Хам та ăна чылайранпа лайăх паллатăп.

Хăйĕн пурнăçĕ пирки питех каласа парасшăн мар 86 çула çывхаракан ватă. Турă каçартăрах çак сăмахсемшĕн: вăл халĕ те хăйĕн ÿсĕмĕнчи çынсенчен нумай çамрăкрах курăнать. Çавах та унпа пĕр чĕлхе тупма май килчĕ-килчех.

– Шел, ыттисем пек нумай вĕренеймерĕм, – ассăн сывларĕ Петя тете. – Вунă çултах ĕçе кÿлĕнме тиврĕ. Ун чухне пирĕн колхоз Мичурин ячĕпе хисепленетчĕ.

Çакăн хыççăн П.Гурьяновăн аллисенчен ĕç кайман. Пыра-киле вăл платник-столяр ĕçне те хăнăхса çитнĕ. Хăй каланă тăрăх, Çĕнĕ Шăмăршă çынни таврари ялсенче çĕр ытла çурт та çĕкленĕ пулĕ.

Пурăна-киле ăсталăх та ÿссех пынă: Петр Ильич халĕччен мĕн чухлĕ чÿрече рами ăсталаман-ши; Вĕсен кантăкĕ-сене те хăех лартса панă. Чÿрече-алăк каççакĕ пирки – сăмах та çук: вĕсене хăйне платник текен кашни çынах тăваймасть.

– Пирĕн Петя тете – ялти пĕртен пĕр ăста, – теççĕ ÿркенмен çын пирки ял çыннисем. – Чăннипех ылтăн алăллăскер.

Сăмах çине – сăмах. Ăçтан, камран вĕреннĕ-ха ăсталăха П.Гурьянов;

– Хам тĕллĕн, – пулчĕ хурав. – Ĕнер пĕр япала тунă, тепĕр кун – çĕннине. Тÿрех ăнăçмастчĕ. Çине тăни пулăшрĕ пулĕ. Вара пуртă-сава, пăчкă хăйсен хыççăн ырă йĕр хăварма тытăнчĕç, çынсем те пулăшу ыйтма пуçларĕç. Халĕччен ÿпкелешÿ, ман ĕçе тиркени пĕрре те пулманччĕ-ха...

Тивĕçлĕ канăва тухиччен Петр Ильич 21 çул пилорамăра рамщик пулса ĕçленĕ, юлашки çичĕ çулхи стажĕ «Шемуршинский» совхозра иртнĕ.

– Ун пек çынсем сахалччĕ çав, – аса илет халĕ вăл вăхăтра хуçалăх директорĕ пулнă М.Захаров. – Питĕ ĕçченччĕ.

Пĕрле пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă хыççăн мăшăрĕ вилнĕренпе пĕчченех пурăнать Петр Ильич. Пĕрех пурнăç туртăмĕ вăйлă унра: ăна кулленхи ĕç – йăпанăç – мала туртать.

– Пĕрре те ахаль ларас килмест – мĕнпе те пулин аппаланатăп. Юлашки вăхăтра кухня çĕççисем ăсталама тытăнтăм, иртнĕ эрнере çеç хам тĕллĕн килтех алă пăчки касса хăйрарăм, – хăйĕн юлашки ĕçне кăтартрĕ ăста.

Халăхра калашле, «шапашкăна» çÿрекенсем йышлă халĕ. Тĕлĕнмелле пулин те, вĕсенчен чылайăшĕ пуртă авăрне ларттарма Петя тете патне пыраççĕ. Пурттине те хăйрасах парать вăл, савăллать.

Утă çулнă вăхăтра та П.Гурьянов патĕнчен çын татăлмасть: çава аври кирлĕ е лартмалла, çавана туптамалла – пурте унран пулăшу ыйтаççĕ.

Çĕр улми кăларма та вăхăт çитрĕ. Апла пулсан, калаксем кирлĕ. Таçта шырамалла мар вĕсене – Петр Ильич çак хатĕрсене тахçанах çителĕклĕ хатĕ-рлесе хунă, пасара çеç тухма ан ÿркенĕр.

В.МИХАЙЛОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 сентября 2013
10:37
Поделиться