Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Никамăн та шăнас килмест

ТĔРĔСЕХ: сивĕ çанталăкра çын ăшшалла туртăнать – камăн шăнас килтĕр. Шăннипе пĕрлех, тĕрлĕ чир-чĕр çаклатма та пулать вĕт. Сывалма вара каллех ăшă кирлĕ.

Çанталăка пĕлме çук: кирек хăш вăхăтра та кĕтмен çĕртен сивĕтме пултарать. Халĕ, ĕлĕкхи пек, кăмака-каланккасем çук. Район центрĕнчех нумай хваттерлĕ çуртсене, предприятисемпе организацисене, учрежденисене централизациленĕ майпа ăшă парса тăрăшаççĕ.

Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр-и-ха эпир; Малтанхи сивĕсемех шăлсене шаккатармĕç-и;

– Çакнашкал хăрушлăх пулмалла мар, ан та пултăр тетпĕр, – терĕ «Коммунальник» акционерсен уçă обществинчи газ хуçалăхĕшĕн яваплă В.Исаев.

Газ сăмаха асăнтăмăр пулсан, çакна та каласа хăварар: котельнăйсенчи кăмакасене кăмрăк-брикетпа хутни хальхи ăрушăн историе кĕрсе юлнă пулăм. Пур çĕрте те – çут çанталăк газĕ. Кăмака сăмах та хурана çаврăнчĕ.

Асăннă пĕрлĕхре пурĕ ултă котельнăй: пиллĕкĕшĕ Шăмăршăра пулсан, пĕри – Пуянкассинче. «Коммунальникра» сивĕсем пуçланиччен алла усса ларас темен – çуллахи шăрăх кунсенчех хĕле хатĕрленме тытăннă. Кунта вăй хуракансем каланă тăрăх, хутса ăшăтмалли тапхăра пĕтĕмпех хатĕр темелле. Унччен вара сахал мар ĕç туса ирттернĕ: юсав ĕçĕсене пурнăçланă, ăшă пыракан пăрăхсен изоляцине тĕрĕслесе асăрханă кăлтăксене пĕтернĕ, газ хуранĕ-сене тасатнă. Пăрăхсем тивĕçлĕ пусăма тÿсме пултараççĕ.

Шăмăршăри котельнăйсем нумай хваттерлĕ çуртсене, тĕрлĕрен объектсене ăшăпа тивĕçтерсе тăраççĕ. Газпа çыхăннă приборсемпе оборудование пăхса тăма «Чувашсетьгазăн» районти уйрăмĕпе килĕшÿ тунă.

Котельнăйсенче ĕçлеме 22 çын кирлĕ пулать. Ĕлĕк вĕсене кочегарсем теттĕмĕр, халĕ вара ку ĕçе ятарласа вĕреннĕ операторсем пурнăçлаççĕ. Вĕсене ĕçе аттестаци витĕр тухнă хыççăн кăна йышăнаççĕ, кашнийĕнпех техника хăрушсăрлăхĕн инструктажне ирттереççĕ. Йĕрки çапла: газ – вăйă мар вĕт. Операторсем сменăпа – талăкра 12-шер сехет ĕçлемелле терĕç. Специалистсем вара çитеççĕ.

– Пĕр сăмахпа, хĕл шăмăршăсемшĕн хăрушă пулмалла мар, – пĕтĕмлетрĕ юлашкинчен В.Исаев.

Шанас, ĕненес килет унăн сăмахĕсене.

В.НИКОЛАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 сентября 2013
10:35
Поделиться