Тулать траншея силоспа
ХĔЛ хырăмĕ аслă теççĕ. Çавна май обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма апат та сахал мар кирлĕ. Утă-улăмсăр пуçне чĕлхесĕр янаварсем сĕтеклĕ апат та ыйтаççĕ: сенаж-силоссăр палăртнă чухлĕ продукци туса илеймĕн. Пĕр сăмахпа, рацион пуян пулмалла.
«Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче те кăçал кукуруза акса хăварнă. Çанталăка кура мар лайăх çитĕннĕ вăл.
– Вырма пуçларăмăр ĕнтĕ, – тет хуçалăх ертÿçи И.Павлов.
Вăл каланă тăрăх, П.Воробьевăн РОСЬ-2 агрегачĕ тухăçлă ĕçлет. Ешĕл массăна В.Буранов, Н.Степанов, А.Петров вăхăтра турттарса тăнăран ĕç самантлăха та чарăнмасть.
Силосăн пахалăхĕ вĕтетнĕ кукурузăна траншейăра вăхăтра таптаса пусăрăнтарнинчен нумай килет. В.Васильев пурнăçлать çак ĕçе. Унăн «хурçă учĕ» чăннипех «тар кăларать».
– Выльăхсем тутă пулччăр тетпĕр мар-и; – сăмах хушма май тупрĕ хастар механизатор, унтан каллех трактор кабинине васкарĕ.
... Траншея вара тулсах пырать.
В.МИХАЙЛОВ.