Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Техникăна тĕрĕсленĕ

РАЙОНТА «Трактор» операци пыни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти машинăсене тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн ертÿçин çумĕ А.Кузьминов «Исток» сахал яваплă обществăра ирттернĕ тĕрĕслеве хутшăннă.

Рейд вăхăтĕнче уйрăм çитменлĕ-хсене те тупса палăртнă.

Тĕрĕслев Васан, Шăмăршă, Кивĕ Чукал, Чукал ял тăрăхĕсенче те иртнĕ.

Пурĕ 20 техника единицине тĕрĕсленĕ, йĕркене пăснă пирки 9 протокол çырнă.

И.ВАСИЛЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 сентября 2013
10:21
Поделиться