«Ачасен чĕрисене ăшăтар»
РАЙОН администрацийĕ çумĕ-нчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси сентябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 13-мĕшĕччен «Ачасен чĕрисене ăшăтар» ыр кăмăллăх акцине ирттересси пирки пĕлтерет. Ăна йывăр лару-тăруллă, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Акцие пуçаракансен çак пархатарлă ĕçе предприятисем, организацисемпе учрежденисем, кашни çынах хутшăнасса шанаççĕ, кĕтеççĕ. Кĕпе-тумтир, теттесем, кĕнекесем, вĕренÿ хатĕрĕсем пур тăк, вĕсене Шăмăршăри Советская урамĕнчи 8-мĕш çуртра 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен йышăнаççĕ (1-мĕш хут, 8-мĕш кабинет). Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (3546) 2-36-22.
"Шăмăршă хыпарĕ"