Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăхăт васкатать

ĔНЕР район администрацийĕнче пулса иртнĕ ларура кăçалхи вырма итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, кĕр акипе выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлес ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Тĕпрен илсен, хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăксем çинчен пухса илнĕ, вырса пухса çапмалли уйрăм хуçалăхсенче хуратул кăна юлнă, çавăн пекех кукурузăна пухса кĕртмелле. Ку ĕç вара пуçланнă та ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтри умра тăракан тепĕр ответлă тапхăр – кĕр аки. Шел, пур çĕрте те пуçланман-ха вăл. Кĕрхисене агротехника ыйтнă тапхăрта акса хăвараймасан çитес çулхи тухăç пирки калаçма кирлех-ши;

Хуçалăхсенче вăрлăхсем те тĕрлĕ шайра. Хăшĕсене тĕрĕслеттермен те. Çакă та тухăçпа çыхăнни каламасăрах паллă.

– Хура пусăсем тетпĕр те, ман вĕсене çум-курăк плантацийĕсемех тесе калас килет, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев. – Çĕр çине çиелтен пăхма пуçларăмăр пулас. Сухалас вырăнне ăна йывăр сÿресемпе, культиваторсемпе кăпкалатанçи тăватпăр та – хирсене пиçен-мăян пусса илет.

Тепĕр ответлă тапхăр – витесене хĕле хатĕрлесси. Канашлура çакă палăрчĕ: хальлĕхе ку тĕлĕшпе туса пĕтереймен ĕçсем те пур-ха: ăçта чÿречесене, алăксене юсамалла, урайсене улăштармалла, çивиттисене тĕрĕслемелле. Витесене шуратса дезинфекци тăвасси те вăраха тăсăлать.

– Вăхăт кĕтмест, – пĕтĕмлетрĕ юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев. – Васкамалла, çанăсене тавăрса ĕçлемелле.

(Хамăр корр.)



"Шăмăршă хыпарĕ"
31 августа 2013
09:06
Поделиться