Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăсем – ирхи зарядкăра

Августăн 18-мĕшĕнче, Шупашкар хула кунне уявланă кун, Хĕрлĕ площадьре Виктор Логинов артист зарядка ирттернĕ. Унта республикăри пин-пин çамрăк хутшăннă. Вĕсен хушшинче Шăмăршă районĕнчен те пулнă.

Сывă пурнăçпа пурăнакансене аслă сцена çинчен Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, тĕнчипе паллă биатлонист Александр Тихонов, паллă боксер, спортăн Тава тивĕçлĕ мастерĕ, спортпа физкультурăн Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Лаптев, утас енĕпе Тĕнче чемпионĕ, Европа чемпионĕ, физкультурăн Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алина Иванова саламланă.

Пурте пĕрле пĕр сехет хушши хаваспах сикнĕ, алă çупнă, тĕрлĕрен аэробика хусканăвĕ-сем туса савăннă.

Э.ФИЛИППОВА,

район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 августа 2013
15:49
Поделиться