Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăра та – правительство

ТĔЛĔНМЕ кирлĕ мар: пурнăç улшăннăçемĕн теме те хăнăхатпăр. Халĕ Шăмăршă районĕнчех правительство пур. Ахалли çеç мар – Çамрăксен правительстви.

Ăна çамрăксене районăн экономикăпа политика аталанăвне, правопа культура, наукăпа пултарулăх ĕçне явăçтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çак кунсенче правительствăн пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта правительство председателĕ пулма Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн специалистне Татьяна Малеевана суйланă. Унăн çумĕ – Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул учителĕ Михаил Викторов. Правительство секретарĕ те паллă. Вăл – район администрацийĕн вĕренÿ- пе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Эллина Филиппова.

И.ХУРАСЬКИНА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 августа 2013
14:49
Поделиться