Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эх, юрри – чун ăшши

Шăмăршă вăтам шкулĕн- че вĕренекен Виолетта Вернер вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. 9-мĕш класа куçнă хĕр ача обществăлла ĕçсенче те хастар. Концертсенче, фестиваль-конкурссенче тăтăшах илтетпĕр эпир унăн уçă та çепĕç сассине.

Тĕксĕм çÿçлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ солистка вырăс эстрада юррисене шăрантарма пуçласанах залри çынсем кăсăкланса итлеме пуçлаççĕ. Виолеттăн чун ăшшипе пĕрлешсе шăранакан хитре сасси куракансен чĕрисенчи курăнми хĕлĕхсене хускатать, искусствăн асамлă тĕнчине куçарса чи ачаш туйăмсемпе çунатлантарать. Ахальтен мар ĕнтĕ пултаруллă солисткăна тăтăшах тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма йыхравлаççĕ. Вăл юрланă хыççăн куракансем кашнийĕнчех тăвăллăн алă çупаççĕ. Хăйĕн юррисене тулли зал яланах ăшшăн йышăнни хĕр ачана тата лайăхрах юрлама хавхалантарать. Виолетта юрлас ăсталăха Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче аталантарать. Унăн вокал преподавателĕ – Т.Яковлева. Татьяна Борисовна ăна тĕрĕс юрлама вĕрентет, юрă вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Хăйĕн юратнă преподавателĕпе пĕрле Виолетта Шупашкарта иртекен фестиваль-конкурссене те тухса çÿрет. Çамрăк солистка вĕсенче кашнийĕнчех сумлă Дипломсене тивĕçет.

Акă 2011 çулта Шупашкарта Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ ачасен пултарулăхĕн «Золотая осень» конкурсĕнче В.Вернер «Дорога к солнцу» эстрада юррине питĕ ăста шăрантарса «Соло-вокал» номинацире Диплом илнĕ. Пĕтĕм тĕнчери ачасен «Созвездие талантов» конкурсĕнче те – вăл та Шупашкартах иртнĕ – пирĕн солисткăна Дипломпа чысланă. Жюри председателĕ, ача-пăча композиторĕ Александр Ермолов чи пултаруллă тата пысăк шанăç паракан çамрăк солисткăсене ятран асăнса хăварнă. Вĕсен хушшинче Вернер та пулнă.

2012 çулта Шурашкарта йĕркеленĕ республикăри ача-пăча эстрада юррисен «Новая волна» конкурсĕнче Виолетта виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ăна сумлă Диплом парса хисепленĕ. Çав çулах çепĕç сасăллă солистка хăйĕн пултарулăхне республика уя- вĕнче те кăтартнă. Ку уяврах Виолетта Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕ çумĕнчи «Улыбка» йышĕнче те – унсăр пуçне ансамбльте Аннăпа Арина Яковлевасем, Анна Давыдова, Кристина Егорова юрлаççĕ – хăйĕн сассипе килентернĕ (илемлĕх ертÿçи – Т.Яковлева). Çак ансамбль кăçал февральте Шупашкарта иртнĕ республикăри ачасен «Звездный дождь» фестивалĕнче каллех виççĕмĕш вырăна тухнă.

Виолетта хăйĕн янăравлă сассипе çуллен районти «Çамрăк сасăсем» фестивале, патриотла юрăсен конкурсне, ытти мероприятисене, шкулти концертсене те илем кÿрет.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ йĕркеленнĕ-ренпе 20 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çак ятпа районти культура аталанăвĕн центрĕнче интереслĕ программăллă концерт пулать. Ыттисемпе пĕрлех унта эпир ачасен «Улыбка» ансамблĕн тата Виолетта Вернер солисткăн хитре юррисене те итлесе савăнăпăр.

И.МЕДВЕДЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 августа 2013
14:43
Поделиться