Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район уй-хирĕсенче

ÇАНТАЛĂК та, вăхăт та тыр-пула пухса кĕртме васкатаççĕ. Районта вара вырма хĕрнĕçемĕн хĕрсе пырать. Ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4668 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Шел, кăçал тухăç çеç савăнтарсах каймасть.

Пĕтĕмĕшле илсен, вырма ĕçĕсем «Мир», «Искра», «Шанс» хуçалăхсенче ăнăçлă пыраççĕ. «Карлинская» агрофирмăра вара пухса кĕртмелли викăпа хура тул çеç юлнă.

Уяр çанталăк кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлессине те хăвăртлатма май парать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 августа 2013
14:35
Поделиться