Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ялти пĕрремĕш тракторист

ПурнăÇ пурăнасси – уй урлă каçасси мар. Савăнăçĕ те, хурлăхĕ те нумай тĕл пулать утан пурнăçра. Уйрăмах вăрçă ачисене самай йывăр килнĕ. Вĕсен аслисемпе пĕрле ĕçлеме тивнĕ, ачаллах пилĕкĕсене авмалла пулнă. Ярăславра пурăнакан З.Розован кун-çулĕ те пыл-çу иртмен, нушипе тертне пайтах курса, чăтса ирттернĕ.

Зоя Дмитриевна колхозра вăй хунă. Вăл ялти пĕрремĕш тракторист, каярах комбайнер та пулнă. Хĕрарăм ĕçĕ мар та ку – анчах мĕн тăвăн – ыйтăвĕ. Трактор рулĕ умĕнче ларакан чипер хĕре ялти каччăсем те ăмсаннă: ун чухне пурте тенĕ пекех тракторист пулма пултарайман-çке. Зоя вара – пултарнă. Тракторист-комбайнер пулнă май, уншăн тăван тăрăхри кашни хир асĕнче юлнă. Мĕншĕн тесен, вĕсем ун тарĕпе тăварланнă.

Çĕрне-кунне пĕлмен хĕрарăм механизатор – ака-суха та тунă, тыр-пул пухса кĕртнĕ. Яланах малтисен ретĕнче пулнă вăл, унран арçынсем те тĕслĕх илнĕ, унпа танлашма тăрăшнă.

Вăрçă çулĕсенче ĕçсене алă вăйĕпе пурнăçланă, ларса канма та вăхăчĕ пулман. Пархатарлă ĕçĕшĕн Зоя Дмитриевнăна парнесемпе те пĕрре мар чысланă.

Ырă кăмăллă та тарават З.Розова çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Ăна районти халăхăн социаллă хÿ- тлĕх пайĕн ертÿçи Н.Ендиеров, Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин хаклă парнепе саламланă май РФ Президенчĕн саламлă открыткипе те чысланă. Тата нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх суннă.

Зоя Дмитриевна икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ ăна 6 мăнук тата мăнукĕсен 2 ачи пурăнма хавхалантараççĕ.

И.ХУРАСЬКИНА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 августа 2013
16:48
Поделиться