Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спорт хыпарĕсем

Канашри ачасемпе çамрăксен «Локомотив» спорт шкулĕнче урамри баскетбол вăййисенче 1996 çулта тата кĕçĕнреххисем хушшинче Шăмăршăри «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Д.Смирнов, А.Яковлев, А.Хафизов августăн 10-мĕшĕнче «Олимпийский» стадионти вăйăсене хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ.

Шел, 1992 çулта çуралнисем е аслăраххисем хушшинче ăнăçу Шăмăршăсем енче пулман. С.Хафизов, М.Яковлев, А.Хафизов, А.Цыганов финалта Улатăрсене выляса янă. Апла пулсан та вĕсемшĕн пысăк çухату мар.

 

Шăмăршă каччи Дмитрий Ефимов триатлонра ăнăçу хыççăн ăнăçу тăвать. Хальхинче пирĕн ентеш Пензăра иртнĕ ăмăртура ылтăн медаль хуçи пулса тăнă. Димăна 300 метра ишме, 10 километра велосипедпа ярăнма, 2 километра чупма 27 минут та 16.07 çеккунт кирлĕ пулнă. Д.Ефимов Раççейри, тĕнчери ăмăртусене пĕрре мар хутшăнса пире хăйĕн çĕнтерĕвĕсемпе савăнтрчĕ. Малашне те ăна эпир пьедестал çинче тăтăш курăпăр.

 

Тăвай районĕнче иртнĕ «Ылтăн мечĕк» футбол вăййисенче Шăмăршăсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсем çак çитĕнĕве 6 команда хушшинче çĕнсе илнĕ.

В.АНТОНОВ,

район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн

специалисчĕ.

КИВĔ ЧУКАЛ каччи Николай Чамеев 1989 çулта Чул хулара (Горький) иртнĕ СССР чемпионатĕнче 10000 метра чупса ылтăн медаль çĕнсе илсе ĕмĕрлĕхех чăваш çăмăл атлетикин историне çырăнса юлнă. Унчен çак дистанцире никам та мала тухман пулнă, чи паллă стайер Николай Пуклаков та икĕ хутчен çеç кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарайнă.

Паян Николай Чамеев хăйĕн ăсталăхне çамрăк спортсменсене парать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 августа 2013
16:50
Поделиться