Продуктивлăх ÿсет
ЯЛ хуçалăхĕнчи тĕп отрасльсенчен пĕри – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Тĕпрен илсен, районта çак ĕç начар мар пырать темелле: чылай хуçалăхсенче кăçалхи çичĕ уйăхра иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен ытларах продукци туса илнĕ.
Районта çак тапхăрта 213,8 тонна аш хатĕрленĕ. Вăл шутран 118 тонни ĕне, 89,2 тонни сысна, 2 тонни сурăх, 4,6 тонни лаша какайĕ. Аш-какай туса илес тĕлĕшпе «Мир», «Искра», «Исток» хуçалăхсем ыттисенчен ăнăçлăрах ĕçленине палăртмалла.
Сĕт сăвасси те ÿсни курăнать. Асăннă продукта çулталăк пуçланнăранпа икĕ пин тоннăна яхăн туса илнĕ. Çак хушăра ĕнесен талăкра сĕт антараслăхĕ 2810 килогрампа танлашнă. Ку тĕлĕшпе чи лайăх кăтартусем – «Исток», «Искра» тата «Мир» хуçалăхсенче.
Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне шутласан, тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче кăçал 12,8 центнер аш-какай, 114 центнер сĕт туса илнĕ.
Кăçал самăртакан выльăхсем те пĕлтĕрхинчен ытларах ÿт хушаççĕ. Мăйракаллă шултăра выльăхсем талăкра 600-шер грамм ытла, сыснасем 400-шер грама яхăн хушăнса пынă. Самăр выльăхран, паллах, ашĕ те ытларах тухать.
Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ те иртнĕ çулхинчен ÿснĕ. Вĕсем «Исток» сахал яваплă обществăра 48, «Мир» хупă акционерлă обществăра 40 процент нумайрах. Сыснасене вара «Колос» агрофирмăра 81, «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче 63 процент таранах ÿстернĕ.
Сурăхсем те пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен нумайрах, лашасем вара çав шайрах.
Выльăхсен шутне ÿстересси çамрăк выльăхсем мĕн чухлĕ илнинчен те нумай килет. Çичĕ уйăхра, сăмахран, фермăсенче пăрусем те, сысна çурисем те, путексем те ытларах илнĕ. Çавăн пекех, кăçал выльăхсем вилесси чакнă. Çакă хуçалăхсенче ветеринарипе зоотехника требованийĕсене çирĕп пăхăнса ĕçленипе çыхăннине палăртса хăвармалла.
Н.ВАЗАНОВ, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.